26 мая 2012 г.
Çĕнĕ Ахпÿртри тĕп шкулти черетлĕ меро-прияти славян азбукине паллаштарнипе пуçланчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем унăн çырулăхĕн историне аса илчĕç, сăвăсем вуларĕç, каларăшсем каларĕç, рефератсем хатĕрлерĕç. 4 класс ачисем вара Туçа чиркĕвне экскурсине кайса килчĕç. Унта Николай атте Кирилпа Мефодий апостолсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Пĕр тăвансем грексен Солуни ятлă хулинче паллă та пуян çемьере ÿснĕ, Мефодий – асли, Кирилл кĕçĕнни пулнă. Çветтуй Мефодий çар çыннинчен пуçлăха тухнă, славян чĕлхине вĕреннĕ, Олимп тăвĕ çинчи мăнастирьте манах пулса тăнă. Çветтуй Кирилл ачаранах ăслă-тăнлă çитĕннĕ, паллă учитель патĕнче вĕреннĕ, философ ятне илнĕ, иерей пулнă. Вăл нумай пурăнайман, ĕçĕсене малалла тăсма тетĕшне парса хăварнă. Мефодий Кивĕ Халала славян чĕлхипе куçарса пĕтернĕ. Хăйĕн ĕçĕсене Горазд вĕренекенне халалласа хăварнă. Унăн кĕллисене славян, грек, латин чĕлхипе юрлаççĕ. Апостолсем çак чĕлхене çырман пулсан, çырулăх та пулмасчĕ пуль. Вĕренни яланах кирлĕ.
М.БЫКОВА, учительница.