АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аварисен шучĕ ÿсет.

26 мая 2012 г.

Асăрханăр! Районта уйрăм çынсен “хурçă учĕсем” кашни уйăхрах ÿссе пыраççĕ. Çакă, паллах, чăн малтанах халăх ытлă-çитлĕ пурăннипе çыхăннă. Анчах та унăн тепĕр тÿнтер енĕ те пур. Куçăм вăйлине пула çул çинче пулакан аварисен шучĕ чакмасть, хушăнсах пырать. Сăмахран, кăçалхи тăватă уйăхра пирĕн инспекторсем çак сăлтавпа тăхăр хутчен вырăна тухса протокол çырнă. Асăннă тапхăрта пĕр çын вилнĕ, вунпĕрĕшĕ аманнă. Иртнĕ çулхи тăватă уйăхпа танлаштарсан инкексем 50 процент ÿснĕ! Çавăнпа та руль умне ларакан водительсен асăрханма, них-çанхинчен те тимлĕ пулма сăлтавĕ пысăк. Çакна уйрăмах хĕрĕнкĕ е ÿсĕрле çула тухакансене калас килет. Январь-апрель уйăхĕсенче, иртнĕ çулхи асăннă тапхăрпа танлаштарсан, çак сăлтавпа пулнă аварисен шучĕ виçĕ хут ÿснĕ! Апла пулсан кашниех çамка çине картса хумалла. Инкек тени ÿсĕрле çеç мар, урă пуçпа та пулма пултарать-çке! Кирек мĕнле лару-тăрура та водительсен çухалса каймалла мар.

Тепĕр чухне утса пыракан çынсем çул-йĕр правилине пĕлменнипе е пăхăнманнипе те авари сиксе тухать. Пĕлтĕр ку тĕлĕшпе малтанхи тăватă уйăхра пĕр тĕслĕхе те шута илмен. Кăçал вара кĕске тапхăртах çакнашкал икĕ факта регистрациленĕ.

Авари синкерлĕхĕсенче ача-пăча пурри уйрăмах пăшăрхантарать. Аслисен пепкисене мĕн пĕчĕкренех çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма хăнăхтармалла. Уйрăмах çуллахи вăхăтра шăпăрлансем хăрушлăх сиксе тухасса ăнланмасăрах велосипедсемпе автомашина çулĕ çине тухса каяççĕ, выляççĕ, шухăланаççĕ... Ку таранччен çул çитмен ачапа сиксе тухнă пĕр тĕслĕх пулнă.

Пирĕн районта кашни ял патнех асфальт çул çитет. Ку, паллах, лайăх. Анчах та çул-йĕре пăхса тăракан организацисем ăна вăхăтра тирпейлесе, юсаса тăманран та кашни çулах аварисем сиксе тухаççĕ. Ун пек тĕслĕх кăçал та пулчĕ. Юрать-ха, инкек вилĕмпе вĕçленмен. Çавăнпа та çакăншăн яваплă кантурсен хăйсен участокĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек пăхса тăмалла. Пĕрисем туса ĕлкĕреймен ĕçшĕн теприсем шар ан курччăр.

Çул-йĕр çинче пулакан аварисене пĕтĕмлетсен çакă курăнать: кĕтмен инкексем ытларах 15-20 сехетсенче пулаççĕ. Уйрăмах çын çине кĕрсе кайнă, автомашина хăйпе хăех çаврăнса ÿкнĕ е тепĕр автомашинăпа пырса çапăннă тĕслĕхсем чылай. Мĕнпур аварисен 22 проценчĕ ял хушшинче. Çавăнпа та водительсен урамсемпе пынă чухне хăвăртлăха чакармалла.

А. КАРГИНА,

çул-йĕр инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика