АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин XIII съезчĕ

30 мая 2012 г.

671 делегат, 1600 яхăн хăна, 30 ют çĕр-шыв делегацийĕсем – çакăн пек пысăк йышпа Мускавра шăмат кун “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин XIII съезчĕ иртрĕ. “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” Чăваш Енри 30 пин çынлă йышĕнчен съезда хутшăнма 6 делегат суйланă, Делегаци ертÿçи – ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çийĕнчен республика представителĕсем пар-тин Аслă Канашĕнче те пур – вĕсем пирки те пирĕн делегатсемех темелле ĕнтĕ.Çавăн пекех Чăваш Енрен съезд хăнисем те пулчĕç. Çапла вара партин аслă форумне республикăн сумлă йышĕ хутшăнчĕ.

Съездра чи малтан çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин сăмах илчĕ. Парти пуласлăхĕ пирки калаçнă май вăл паянхи тапхăр миллион-миллион çын шанăçне сăнарланине палăртрĕ: “Малтанхи утăмсенченех “Пĕрлĕхлĕ Раççей” конструктивлă мĕн пур вăя çĕр-шыв аталанăвĕн тĕллевĕсем тавра пĕтĕçтерес енĕпе ĕçлерĕ. Эпир малашнехи улшăнусем валли çирĕп политикăпа экономика никĕсне йĕркелерĕмĕр”.

Делегатсем “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти председательне Раççей Правительствин пуçлăхне Дмитрий Медведева пĕр саслăн суйларĕç. Çак ятпа Дмитрий Анатольевича чи малтан Владимир Путин алă тытса саламларĕ. “Эпĕ “Пĕрлĕхлĕ Раççее” йĕркелессин пуçаруçи пулнă, – терĕ вăл. – Ăна хамăн алăсемпе тунă темелле. Пирĕн кăтартмалăх ĕçĕмĕр пур”.

Нумай темăпа секцисенче пĕр шухăшлăх патне маларахах çитнине кура съездра уйрăм ыйтусем тавлашу çуратмарĕç. Партири уççăнлăхпа, демократипе çыхăннă сĕнÿсене делегатсем пĕр саслăн ырларĕç. Устава улшăнусем кĕртрĕç, “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” Аслă Канашĕн, Генеральнăй канашĕн йышĕсене суйларĕç. Сăмах май, иккĕшĕнче те Чăваш Ен представителĕсем пур. Аслă Канаша, сăмахран, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ, нумаях пулмасть РФ ял хуçалăх министрне уйăрса лартнă Николай Федоров тепĕр хут кĕнĕ.

“Хыпар”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика