АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăртатрĕ юлашки шăнкăрав

30 мая 2012 г.

Эрне кун районти шкулсенчи тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çанталăкĕ уçăрах пулин те хĕвеллĕ тăчĕ. Çакă уява пур çĕрте те çÿллĕ шайра ирттерме май пачĕ. Умра – патшалăх экзаменĕсем, сыв пуллашу каçĕ, çĕнĕ пурнăç... Тăван шкулпа, юратнă учительсемпе уйрăлма пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа шăнкăрав салхуллăн та чуна хумхантарса янăранăн туйăнчĕ.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул выпускникĕсене вĕренекенсем линейкăна ăшă кулăпа, алă çупса кĕтсе илчĕç. Мĕнле чипер аслисем: ăс-тăнĕ çирĕп вĕсен, хул-çурăмĕ кĕрнек-лĕ, пÿ-сийĕ ятуллă...

Юлашки шăнкăравпа ирт-терекен мероприятине шкул директорĕ Л.Софронова уçрĕ. Вăл çул хыççăн çул сисĕнмесĕр иртнине, çитĕнекен ăру ыррине вĕреннине, çутă малашлăха ĕмĕтленнине палăртрĕ, Раççей, регион, республика, район, шкул шайĕнчи олимпиадăсен, конкурссен çĕнтерÿçисене Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе наградăларĕ.

Çитĕнĕвĕсем, чăнах та, пысăк. Ачасенчен район администрацийĕпе республика пуçлăхĕсен стипендийĕсене тивĕçнисем те пур. Шкулти “Орленок” тата “Зарница” командăсем районта, çамрăк пушарниксем республикăра малти вырăнсене йышăннă. Ахальтен мар ертÿçĕ аллинчен пĕрер, икшер, виçшер Хисеп грамоти илекенсем йышлă. Э.Самакинапа Э.Тихонов вара “ 2012 çулхи чи лайăх вĕренекен” ята тивĕçнĕ.

Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Моисеев 35-мĕш выпуск тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшса 1,5 гек-тар йывăç хунавĕсем лартса хăварнине палăртса малашне те ĕçе юрăхлă çынсем пулса ÿсме ăнăçу сунчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн пулăшăвне яланах пама хатĕр “Батыревский” пĕрлешÿ ĕçченĕсем. Çакна хăйĕн сăмахĕнче П.Ялуков директор та çирĕплетрĕ. Малалла выпускниксене район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ С.Торговцев, ВДПО инструкторĕ А. Андреева, выпускниксен ашшĕ-амăшĕсем, пĕрремĕш учительницисем, класс ертÿçисем саламларĕç.

Сăкăтри вăтам шкултан кăçал вунă ача пурнăç çулĕ çине тухать. Пĕринчен тепри маттур, пултаруллă вĕсем. Акă, А.Чернова республика пуçлăхĕн, В.Анюрова район администраци пуçлăхĕн стипендийĕсене илме тивĕç пулнă. Районти олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен шутне 32 ача кĕнĕ. Çак кăтартупа шкул вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вунпĕрмĕшсем шкулăн обществăлла пурнăçне те хастар хутшăннă. Спорт мероприятийĕсем вĕсемсĕр иртмеççĕ. Çавсене палăртса шкул директорĕ А.Падусев Хисеп грамотисем пачĕ, юлашки шăнкăрав уявĕпе саламларĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Никифоров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Глухов, вунпĕрмĕшсен пĕр-ремĕш учительници Н.Чиркина, класс ертÿçисем Н.Тинюковапа Ф.Ахмадеева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Толстов ăшă та ырă сăмахсем каларĕç.

Пĕрремĕш классем аппăшĕсемпе тетĕшĕсене ăнăçу, телей, çитĕнÿ сунчĕç. Выпускниксем шкул умне асăнмалăх чечексем акса хăварчĕç.

Чуна хумхантаракан шкул вальсĕ янăрать. Ятуллă çи-пуç тăхăннă каччăсемпе хĕрсем унăн çеммипе хăйсенчен кĕçĕнрех ачасен умĕнче ерипен çаврăнаççĕ. Вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрать. Çĕнĕ Ахпÿртри тĕп шкултан саккăрăн вĕренсе тухаççĕ. Çак ятпа ирттерекен уявра шкул ертÿçи А.Бахматова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Тукмаков, район администрацийĕн представителĕ В.Краснов, шкул канашĕн председателĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, фермер хуçалăхĕн ертÿçи Е.Мартышкин, В.Михайлов фермер, ашшĕ-амăш ячĕпе Е.Сагунева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Люкин тата ыттисем саламларĕç.

Çулран-çул пултаруллă ачасем çитĕнсе пыраççĕ Шăнкăртамра. Пĕрремĕш вăтам шкултан 39 хĕрпе каччă кăçал алла аттестат илмелле. Эрнекун вĕсем-шĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак ятпа выпускниксене шкул директорĕ Г.Абейдуллова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Купкенов, ялăн обществăлла канашĕн председателĕ З.Халитов, шкулăн управлени канашĕн председателĕ М.Валеев саламларĕç. Наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Ф.Чабатов спорта юратакансене, педагогсене уйрăмшарăн чыслама та манмарĕ. М.Купкенов, И.Тараков, И.Чабатов тата Р.Садаров вĕренекенсем чăн-чăнах та матурсем. Вĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ.

Пĕлÿ çирĕп пуласси унăн никĕсне тĕрĕс хунинчен те килет. Çакна хăйсен сăмахĕнче выпускниксен амăшĕсем М.Алимова, М.Айзатуллова та палăртрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика