АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварна пирус ан хып!

30 мая 2012 г.

Пирус тĕтĕмĕ 4000 ытла хутăш кăларать, вĕсенчен хĕрĕхĕшĕ рак чирĕсене пуçараççĕ. Талăкра пĕр пачка туртакан çын çулталăка 500 рентген пайăрки йышăнать. Табак ĕçлес пултарулăха чакарни, пурăнас кун-çула кĕскетни те паллă. Ăна пула хăш-пĕрисен чĕрепе юн тымарĕсен, ÿпке чирĕсем палăраççĕ. Вилĕмпе вĕçленекен виçĕ чире те тухтăрсем пируспа çыхăнтараççĕ. Унпа лекекен аммиак, ацетон, бензол, полони, формальдегид уйрăмах вăйлă наркăмăш. Ку–тĕтĕмпе пĕрле организм йышăнакан хутăшсемпе канцерогенсен тулли списокĕ мар-ха. Çÿлерех асăннисем ДНК тытăмне аркатаççĕ. Мутацие пула ÿпкери клеткăсем тытса чарма çук пысăк хăвăртлăхпа пайланаççĕ. Рак вара никама та шеллемест.

Табак эпидемийĕ хăçан вĕçленесси хамăртан кăна килет. Вăл миçе çынна сăнчăрланине пĕлетпĕр, тухтăрсен хăрушă диагнозĕсене куллен миçен илтеççĕ. Сиенлĕ йăларан хăтарма шантаракан пĕлтерÿсем юлашки вăхăтра хăмасене пăталасах тăнине, тен, халăх инкеке сиснипех ăнлантармалла;

Сигаретран яланлăхах мĕнле сивĕнмелле-ха; Туртмашкăн пăрахма йышăннă çыннăн çакна тума хистекен мĕнле те пулин сăлтав пурах. Чĕлĕмрен сивĕнесси çăмăл мар, анчах та çирĕппĕн йышăнсан вăй çитерме пулать. Кăмăл пуррине йăлтах çимелле: леденец, шăккалат, мăйăр, хĕвел çаврăнăш. Çакă туртас килнине пусарма пулăшĕ. Шыв, сĕткен тăтăшрах ĕçĕр. Малтанхи эрнере кăштах ÿт хушма пултарнăшăн пăшăрханма кирлĕ мар.

Алăсене ĕç тупса парăр, кăранташ, уçă çаккине йăвалăр. Чи пĕлтерĕшли–пĕрремĕш сигарета туртманни. Лайăххи пирки шухăшлăр: 8 сигарет туртмасан та юнри кислород шайĕ йĕркене кĕрсе çитет. 48 сехетрен шăршăпа тутă пĕлесси лайăхланать. Пĕр уйăхран сывлама çăмăлланать, ывăнни чакать, ÿслĕк аптратма пăрахать. Кăмăла çĕклеме вара ирхи гимнастика, уçăлса çÿрени, çынсемпе хутшăнни пулăшĕç.

Н. НАДИНА, врач-нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика