АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать

30 мая 2012 г.

Тăван шкулпа сыв пуллашасси Алмаз Чабатовăн нумаях юлмарĕ. Кăçал алла аттестат илет вăл. Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленнĕ çамрăк вĕренĕве пĕр тикĕс тытса пыма пĕлет, умри тĕллевĕсене яланах пурнăçлама тăрăшать. Çакă ăна çитĕнÿ тума пулăшать те. Шкул ачи тĕрлĕ предметпа сахал мар çĕннине шыраса тупма пултарать. Ăна физика, математика, хими çăмăллăн парăнаççĕ. Химипе, акăлчан чĕлхипе те район шайĕнчи çитĕнĕвĕсем пур.

Каччă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çарпа патриот клубĕн членĕ те. Çамрăк армеецсен “Орленок” команди йышĕнче пулса пĕр хутчен çеç мар районта çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Алмаз шывра ишме, тутарла-пушкăртла, ирĕклĕ, наци мелĕпе кĕрешме юратать. Вăл республикăри, регионсем хушшинчи, Пĕтĕм Раççейри финалти ăмăртусемпе турнирсенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

Вĕренекен шкулти аслă классен канашĕн членĕ пулнă май кашни шайри мероприятинех хастар хутшăнать.

И.Терентьева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика