АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ врач

30 мая 2012 г.

Шăмăршă районĕнчи Энтĕрьел хĕрĕ Надежда Кашкарова санитари вра-чĕ пуласси пирки ĕмĕт-ленсе пурăннă. 1981 çулта вăл Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнче экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса гигиенăпа эпидемиологи врачĕсене хатĕрлекен уйрăма кĕнĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă Надежда, ушкăнра культура секто-рĕшĕн яваплă пулнă.

1987 çулта врач дипломне илсен ăна, аслă пĕ-лÿллĕ специалистсем кирлине шута илсе, тăван районах ĕçлеме янă. Малтанласа Надежда Михайловна Шăмăршăри санитарипе эпидемиологи станцийĕнче врач-бактериологра ĕçленĕ. Ĕçре тÿрех тăрăшулăхпа палăрнă.

1989 çулта Надежда Михайловна пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – вăл Кивĕ Шăмăршăн ĕçчен те сăпайлă йĕкĕчĕпе, «Сельэнерго» предприяти мастерĕпе Валерий Сергеевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

Професси ăсталăхне тата организатор пултарулăхне кура ăна 1991 çулта районти патшалăх санэпиднадзор центрĕн тĕп врачĕ пулма çирĕплетнĕ. 2001 çулта – Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен, 2003 çултанпа Надежда Михайловна Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕшĕн яваплă. Çак пысăк должноçра уйрăм предпринимательсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем санитарипе эпидемиологи законодательствине çирĕп пурнăçлаччăр, пасарсенче, лавккасенче потребительсен прависем шанчăклă хÿтлĕхре тăччăр, халăх хушшинче тĕрлĕ йышши инфекци чирĕсем ан сарăлччăр, начар пахалăхлă апат-çимĕçпе наркăмăшланнă тĕслĕх-сем ан пулччăр тесе тимлет. Республикăн кăнтăр районĕсенчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ чылай лайăхланнă. Паллах, профилактика ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрать.

Н.Сергеева хăйĕнчен те, коллективран та çирĕп ыйтать. Вырăнлă та тĕрĕс йышăнусем туни, организацилле мерăсене вăхăтра тата пĕр тикĕс пурнăçласа пыни хĕрарăм-руководителе ăнăçу тата илем кÿрет.

Пархатарлă ĕçшĕн Надежда Михайловна «Чăваш республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ытти пысăк Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те пайтах.

А. САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика