АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регион пуçлăхне халăх суйлĕ

02 июня 2012 г.

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ пиллĕкмĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕн кун йĕркине пĕрремĕш пайĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăннă саккун проекчĕсене иккĕмĕш вулавпа юридици вăйĕ памалли ыйтусене кĕртнĕ. Çакă Раççейри политика тытăмне реформăланипе, федераци саккунĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕрт-нипе, республика саккунĕсене вĕсемпе пĕр пеклеттерессипе çыхăннă. Чи малтанах – çĕр-шыври регионсен должноçри аслă çыннин суйлавĕн ыйтăвĕсене йĕркелессипе. Вĕсем улшăннă май депутатсем сессин малтанхи тапхăрĕнче Чăваш Республикин 4 саккунне пĕрремĕш вулавпа тата Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртрĕç. Пĕрремĕш ыйту республикăшăн, унăн историйĕшĕн, пурнăçĕшĕн тата аталанăвĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнăран “Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен” саккун проектне халăхпа сÿтсе явма, муниципалитет шайĕнчи депутатсен пухăвĕсенче тишкерсе хак пама, сĕнÿсем пухма йышăннă.

Перремĕшпе пĕрлех иккĕмĕш ыйтăва та кун йĕркине кĕртме Чăваш Ен Пуçлăхĕ сĕннĕ. Вăл та – “Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен” саккунсене улшăнусем кĕртесси çинчен” – çĕр-шыври политика тытăмĕн реформипе çы-хăннă. Тĕрĕсрех, сăмах политика партийĕсене суйлава хутшăннă чухне суйлавçăсем алă пуснине пухассинчен хăтарасси пирки пырать. Ку тата виççĕмĕш-пиллĕкмĕш ыйтусене сасăлава кăлариччен малтанах тĕплĕ хатĕрленĕрен тата нумай тĕрĕслев витĕр кăларнăран, çавăн пекех хушăмсемпе тÿрлетÿ таблицисем пулманран депутатсем вĕсене хăвăрт татса пачĕç, иккĕмĕш вулавпа йышăннă.

“Хыпар” хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика