02 июня 2012 г.
НĂРВАШ Шăхаль ял тăрăхĕнче социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем нумаях мар – алăри пÿрнепе те шутласа тухма пулать. Çапах та вĕсене чыслă та хисеплĕ, тирпейлĕ тытса тăрассине администраци хăйĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тесе шутлать. Çак сăлтавпа вырăнта çулсеренех чи кăтартуллисене палăртаççĕ. Суту-илÿ çурчĕсенчен иккĕмĕш çул ĕнтĕ райпон Турханти филиалĕн Нăрваш Шăхалĕнчи лавкка хисеплĕ ята вĕçертмест. Магазинта 30 çул ырми-канми тăрăшакан Альбина Филиппова килен-каяканпа яланах чун-чĕререн, кăмăлтан калаçать. Икĕ ача амăшĕ хăйĕн тивĕçне пĕчченех пурнăçлать пулин те, уйăхсерен 200 пинтен кая мар тавар сутать. Унсăр пуçне сутăç халăхран сĕт пуçтарма та, эмел курăкĕсене хатĕрлеме те, строительство таварĕсен заказне йышăнма та, картишĕнчех çеçке çуракан чечексем çитĕнтерме те, хăйĕн ĕç вырăнне кăтартуллă тытса тăма та ĕлкĕрет.