АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çĕр-шыва тÿрех тухса каяймăн

02 июня 2012 г.

РАЙОНТИ суд пристав службинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕрен çылăха пула шутра тăракансем отпуск илсе ют çĕр-шыва канма кайма тÿрех инçе çула тухаймĕç. Ку тĕлĕшпе федераллă саккунпа килĕшÿллĕн парăмçăсен правине хĕсмелли май пур. Приставсем ятарлă хут туса чикĕ хуралне те ярса пама пултараççĕ. Урăхла каласан, “хура хÿрене” калта евĕр татса хăварма май çук. Парăмран тарса хăтăлаймăн.

Республикăра кăçалхи тăватă уйăхра 721 çын пирки хушу кăларнă. Çак ушкăнăн тинĕс хĕрринче хĕвел питтинче хĕртĕнсе выртас ĕмĕчĕ татăлнă ĕнтĕ. Кун пек тĕслĕхсем районта та пур-мĕн. Алимента тата кредита вăхăтра тÿлемесĕр канлĕ пурăннă 16 арçынпа хĕрарăм умне капкăн хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика