02 июня 2012 г.
Майăн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче 2010 çулхи октябрьте ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче хастарлăхпа палăрнисене чысларĕç. Чи пултаруллă переписчиксене, инструкторсене, участок заведующийĕсене, çырав комиссийĕсен членĕсене саламлама Шупашкартан Патшалăх статистика федераллă службин Чăваш республикинчи территори органĕн ĕçченĕсем – Чăвашстат руководителĕн çумĕ Людмила Егорова тата хаксемпе финанссен статистикин пайĕн начальникĕ Светлана Курбатова– килсе çитрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов асăннă çыравăн пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, çынсен шучĕ улшăннине тишкерчĕ, хальхи демографи лару-тăрăвĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
Людмила Николаевна халăх çыравне ирттерме пур енлĕ пулăшу панăшăн район администрацине, асăннă пысăк мероприятине хастар хутшăннă переписчиксене тав сăмахĕ каларĕ. Унтан районăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă хастарсене федерацин статистика службин наградисемпе чысларĕç. Районти 49 çын “2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме пулăшнăшăн” медале тивĕçрĕ. Тепĕр ушкăна (28 çын) “2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хастар хутшăннăшăн” Дипломсем пачĕç.
Сăмах май, пысăк чыса тивĕçнисен йышĕнче пирĕн коллектив представителĕ те пур–тĕп редактор çумĕн Николай Ларионовăн кăкăрĕ çине “2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме пулăшнăшăн” медаль çакса янă.
(Хамăр корр.)