АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сайтсем чăвашла мĕншĕн калаçмаççĕ;

02 июня 2012 г.

Патăрьел ял тăрăхĕн “портретĕнчи” статьясем вара тулли те кăсăклă. Çак баннерта Патăрьел ял историйĕпе, унти йăла-йĕркепе паллашма пулать, малтанхи тата хальхи вăхăтри урам ячĕсене те асăннă. Паллă ентешĕсем – Совет Союзĕн, Социализм Ĕçĕн Геройĕсем, ученăйсем, спортсменсем, писательсемпе поэтсем, депутатсем тата ыттисем – пирки те каласа панă. Çакă йăлтах вырăсла. Патăрьел районĕнчи ытти ял тăрăхĕсем те хăйсем патĕнче çуралса ÿснĕ ятлă-сумлă çынсемпе тивĕçлипе мухтаннăн туйăнать, вĕсем пирки хăйсен сайтĕсенче уйрăм баннерсем йĕркеленĕ. Акă Нăрваш Шăхальтен паллă çын нумай тухнă. Вĕсен йышĕнче – Клара Чекушкина юрăç, Раиса Сарпи сăвăç, Валерий Молодцыгин артист тата ыттисем. Ирина Калентьева спортсменкăна халалланă уйрăмра тем тĕрлĕ статья та пур, анчах чăвашла пĕр сăмах та çук. Çеньялсем Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи пирки ятарлă баннер хатĕрленĕ. Унта Айхи “вырăс поэчĕ” Ÿ;!Ÿ пулнине палăртнă, çав уйрăмри пĕтĕм статья – вырăсла. Юрать-ха, тĕнче шайĕнче палăрнăскерĕн чăвашла сăввисене те вырнаçтарма манман. Тĕрĕссипе, мухтавлă ентешĕмĕрсен пурнăçĕ тата ял историйĕ пирки çырнă статьясене чăвашла куçарассинче нимĕнле йывăрлăх та пулмалла мар пек – сайтсене хатĕрлекенсем ерçеймесен тавра пĕлÿçĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Вĕсем çакăншăн темĕнле пысăк укçа ыйтмассăн туйăнать. Хăшĕ-пĕри, уйрăмах çак тăрăхра çуралса ÿсни е кунтах пурăнаканни – тÿлевсĕрех ĕçлеме те килĕшĕ-и тен; Унсăр пуçне массăллă информаци хатĕрĕсем паллă çынсем çинчен çырсах тăраççĕ – çав статьясене сайта вырнаçтарнăшăн пăсăк пулас çук, паллах, авторĕсене тата хăçан, ăçта тухнине палăртса. Ыхра Çырми ял тăрăхĕн “портретĕнче” Чăваш Ишекĕ çинчен чăн чăвашла çырнă статьяна вара кăсăклансах вуларăмăр. Авторĕ – Патăрьел район энциклопедине хатĕрленĕ Иван Матросов – ăна хавхаланса шăрçалани кашни йĕркерех сисĕнет.

“Хыпар” хаçатран, кĕскетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика