АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Ахпÿртсем–çĕнтерÿçĕсем

02 июня 2012 г.

Çул çинчи йĕркене пăхăнманран е ăна пĕлменрен питĕ нумай автоавари пулать. Статистика кăтартă-вĕсем тăрăх, инкексен ытларах пайĕ çуран пыракан çынсен айăпĕпе сиксе тухать-мĕн. Çак йăнăша тÿрлетес, çамрăксене ачаранах çул-йĕр правилисене хăнăхтарас тĕлĕшпе кашни çулах районта шкул ачисем хушшинче çамрăк инспекторсен “Хăрушсăрлăх кустăрми” фестиваль йĕркелеççĕ. Кăçал ăна Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ирттерчĕç. Конкурса тăхăр шкулти çамрăк инспекторсем хутшăннă.

Çĕнтерÿ кĕрешÿсĕр пулмарĕ. Командăсем конкурса пурте лайăх хатĕрленнĕ. Çапах та ăмăрту хуçисем – Кивĕ Ахпÿртсем – пур енĕпе те чи кăтартуллисем пулни палăрчĕ. Çывăх вăхăтра вĕсен район чысне республикăра хÿтĕлемелле.

А.КАРГИНА, çул-йĕр инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика