02 июня 2012 г.
Ĕне-выльăх лейкозĕ (шурă юна кайни) нумай вăхăта пыракан шыçă чирĕ шутланать. Вăл вируса пула аталанать. Лейкоза пĕрремĕш хут 1876 çулта Пруссин хĕвел тухăç енĕнче тупса палăртнă. Унăн тĕп палли – выльăхăн лимфа узелĕсемпе сули (селезенка) пысăкланса кайни, çавăн пекех вар-хырăмпа аптрани, сĕт сăвăмĕ чакни, начарланни, хавшакланни. Чир хăйне палăртмасăр темиçе уйăх, тепĕр чухне çулпа та тăсăлма пултарать. Каярахпа юнри шурă тĕвĕсем, уйрăмах лимфоцитсем нормăран темиçе хут пысăкланса каяççĕ, аталанса çитеймен клеткăсем хăвăрт ĕрчеме пуçлаççĕ, унтан шыçăсем ÿсеççĕ.
Лейкоз вирусĕ выльăхăн юнĕпе, сĕчĕпе тата ытти майсемпе те ерет. Уйрăм хуçалăхсенче тата ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесене вăкăрпа чуптарнă чух ар вăрлăхĕ урлă куçать. Çамрăк пăрăва амăшĕ варĕнче чухнех сиенлетме пултарать. Пĕчĕкскерсем уйрăмах сĕт урлă чирлеççĕ. Лейкозлă выльăхăн сывалас шанчăк çук.
Çулсерен ĕне-выльăхăн юнне илсе ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, çакă чире малтанхи тапхăртах тупса палăртма май парать. Вируслă ĕнесене кĕтĕве кăлармалла мар, сĕтне те вĕретсе кăна ĕçме тăрăшмалла. 85 градус вĕрире 10 минут тытсан та чир вилет. Лейкозлă выльăхсене аш-какая ăсатмалла.
Хуçалăхсенче лейкоз вирусне тупса палăртнă хыççăн тĕрлĕ комплекслă мероприяти ирттермелле:
– пур выльăха та, пушмак пăрусене 6 уйăхран пуçласа, тĕпчемелле, чире вăхăтра тупса палăртмалла;
– йыша тĕрĕс шута илмелле, пурне те номерлемелле;
– вируслисене уйрăм тытмалла, самăртмалла, кайран тин аш-какай комбинатне ăсатмалла;
– чирлĕ пушмак пăрусене пĕтĕлентерме юрамасть;
– сыввисене чирлисемпе пĕрле тытмалла мар, кĕтĕве те уйрăм илсе тухмалла;
– ветеринарипе зоотехника мероприятийĕсене яланах асептика тата антисептика правилисене çирĕп пăхăнса ирттермелле.
Лейкоза сарас мар тесен хуçалăхсен, выльăх тытакансен чир-чĕртен сыхланмалли ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалла;
– ветеринари специалисчĕ ирĕк памасăр выльăхсене сутма, пусма, продукцине вырнаçтарма юрамасть;
– туяннă выльăхсене 30 кун карантинта тытмалла. Çав вăхăтра тĕпчев тата чир-чĕртен сыхланмалли мероприятисем ирттермелле;
– выльăх-чĕрлĕх илни çинчен е чир паллине асăрхасанах вырăнти ветеринари службине пĕлтермелле.
П.ЕФИМОВ,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.