АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенче экзаменсем пуçланчĕç

02 июня 2012 г.

Районти шкулсенчен вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакан 377 ача кăçал алла аттестат илмелле. Халĕ çак ушкăн патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытать. Майăн 28-мĕшĕнче саккăрăшĕ информатикăпа, 58 каччăпа хĕр историпе тата 133-шĕ биологипе тĕрĕслев урлă каçрĕç. Экзаменсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта иртрĕç. Унта хамăр район ачисемсĕр пуçне кÿршĕллĕ районсенчи пĕлÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем те пулчĕç. Пурнăç çулĕ çине тухакансем вырăс чĕлхипе те экзамен тытрĕç ĕнтĕ.

Тăххăрмĕш классен те яваплă тапхăр. Ытлари кун 506 ача хăйсен пĕлĕвне математикăпа Шăнкăртамри иккĕмĕш тата Первомайскинчи вăтам шкулсенче тĕрĕслерĕ. Ачасем хушшинче малашлăхра техникумсемпе училищĕсене çул тытас ĕмĕтлисем пур. Вун пĕрмĕшсен те, тăххăрмĕшсен те экзаменĕсем малалла пыраççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика