02 июня 2012 г.
Шупашкарта ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче, Çĕнĕ Шупашкарта, çавăн пекех республикăри чылай районта пурăнакансене. Çак тапхăрта 100 ытла мероприяти иртнĕ, 30 ытла кинокартина кăтартнă, унта 40 ытла актер, режиссер, сценарист, киновед хутшăннă. Программа пĕрре те чухăн пулмарĕ. Конкурса тăратнă фильмсемпе пĕрлех “Фестивальсен фестивалĕ” иртрĕ, Леонид Гайдай фильмĕсен каçĕ пулчĕ, киношкул ĕçлерĕ тата ыт. те.
Шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче V кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ. Вăл вĕçленипе çыхăннă мероприятие ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов хутшăнчĕ. Александр Степанович фестиваль йĕркелÿçисене Чăваш Ен çыннисене кино тĕнчипе çывăхлатма пулăшнăшăн тав турĕ, республика Пуçлăхĕн парнипе килнине пĕлтерчĕ. Ăна Фарход Абдуллаев лартнă “Презумпция согласия” фильм тивĕçрĕ.
“Куракансем килĕштернĕ фильм” ята Алексей Колмогоров ÿкернĕ “Связь времен” кинолентăна пачĕç.
Тĕп жюрипе пĕрлех пресса жюрийĕ те ĕçлерĕ. Вăл хăйĕн парнине Швеципе Финлянди пĕрле ÿкернĕ “Ирис” (режиссерĕ Уьлрика Бенгтс) драма тивĕçлĕ тесе йышăнчĕ. “Иккĕмĕш планри роль” ята “Случайная связь” трейлерти Наталья Коляканова тивĕçрĕ. “Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан” номинацире “Огни притона” (режиссерĕ Александр Гордон) Оксана Фандера çĕнтерчĕ. “Арçын рольне чи лайăх калăплакан” ята сцена çине маларах хăпарма ĕлкĕрнĕ Рамил Азимов (“Презумпция согласия”) тивĕçрĕ. “Чи лайăх оператор” ята “Ирис” фильма ÿкернĕ Роберт Нордстрем тивĕçрĕ. “Чи лайăх сценари” номинаципе “Сибирь. Монамур” сценарисчĕ Вячеслав Росс (режиссерĕ те хăех) çĕнтерчĕ.
Куравçăсемпе хăнасене Августа Уляндина, Наталья Ильц, Сергей Степанов юрăçсем, “Çеçпĕл” ансамбль чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Тепĕр коллектива пайăррăн палăртасшăн: “Бурановские бабушки” ушкăн хевтипе Шупашкарти “Асаннесем” те пултарулăхра пĕрремĕш утăмсем тума пуçланă.
“Хыпар” хаçатран.