АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УМРА АКАТУЙСЕМ!

06 июня 2012 г.

Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енри нумай районта Акатуй иртет. Сĕм авалтан пыракан ку уява чăвашсем çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн йĕркелеççĕ, унта хастар хутшăннисене чыслаççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.

Çитес шăмат кун уяв – Улатăрпа Канаш районĕсенче, вырсарни кун – Елчĕкпе Комсомольски, Элĕкпе Вăрнар, Красноармейскипе Хĕрлĕ Чутай, Муркашпа Пăрачкав, Вăрмарпа Шăмăршă, Етĕрнепе Тăвай районĕсенче.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕнче – “Шупашкар: 500 çул” культурăпа кану паркĕнче пĕтĕм чăваш Акатуйне пухăнасси пирки те палăртса хăварар. Вăл Чăваш наци конгрессĕн пуçарăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе тăваттăмĕш хут иртĕ. ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов палăртнă тăрăх – уява республика тулашĕнчи нумай регионтан – 400 çынран кая мар – килсе çитĕç. Çавăн пекех кăçал кашни районтан пĕрер пултарулăх коллективĕ хутшăнĕ. Вĕсем хăйсен тăрăхĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарма пултарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика