АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айтуш уçланкинче айтурах савăннă!

06 июня 2012 г.

АСЛĂ Чеменсемпе Тури Чакăсем çак хитре уçланкăна пĕрремĕш хут пилĕк çул каялла йышлăн пуçтарăннăччĕ. Раççей историйĕн çулталăкне тата вырăнти ялсем пуçланса кайни 405 çул çитнине халалланă кăçалхи уяв та питĕ кăмăллă иртнĕ. Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн айтурах! савăннă вырăнти халăх. Унчченхи йăлапа малтан ял тăрăхĕнчи хастарсене чысланă. Юрă-ташă саламĕсемпе спорт тупăшăвĕсем хыççăн йăх-несĕлсем çывăх тăванĕсемпе çăкăр-тăвара хисеп туса сĕтел хушшине ларнă. Ĕçме-çимене вĕсем хăйсемех хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе иртнĕ çулхи пекех Зотовсем пысăк хастарлăх кăтартнă. Кĕрекере çулĕпе чи асли Мария Григорьевна пулнă. Кинемей ĕлĕкхи йăла-йĕрке пирки чылай аса илнĕ. Чи кĕçĕнни вара – тин çеç салтакран таврăннă Сережа. Ăна çак кун икĕ хут хаваслăх кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика