АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асфальт çулсăр пурнăç çук

06 июня 2012 г.

Çын пурнăçĕнче çул пысăк вырăн йышăнать. Районта çакна яланах тĕпе хунă. Паяна пирĕн тăрăхра асфальт çитмен пĕр ял та юлман. Юхмапа Пăла енĕн чи инçет кĕтесĕнчи Люляна та халь çăмăл машинăпа чаш! кăна çитме май пур. Анчах тунисем те хамăр упрама пĕлменрен е çут çанталăк условийĕсене пула кивелеççĕ, çавна май çĕнетсех тăмалла. Кăçал автомобильсем çÿрекен çула 1,3 çухрăм юсама палăртнă, ăна валли 5415,58 пин тенкĕ уйăрнă.

Хальхи вăхăтра “Чувашавтодор” пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленийĕнче вăй хуракансем Тутар Сăкăтĕнчи çула (унăн тăршшĕ 360 метр) тĕпрен юсанă çĕрте тăрăшаççĕ. Çавăн пекех автобуссем чарăнакан тата çаврăнакан лапама тумалла, ятарлă паллăсене лартмалла.

– Кунти çула иртнĕ эрне кун сарма пуçларăмăр, малтанах автобус вырăнне тирпейлерĕмĕр. Паян палăртнă лаптăка сарса пĕтересшĕн. Асфальта Канашран турттараççĕ, – тет В. Илюткин мастер. Владимир Владимирович вуннăмĕш çул çак тытăмра тимлет, ĕç-хĕле йĕркелесе пыма аван пĕлет.

Тутар Сăкăтĕнчи çула сарнă çĕрте 15 çын вăй хурать.

Ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлеме тата пахалăхлă пурнăçлама условисем çителĕклĕ. А. Алексеев машинист асфальт саракан техникăна çирĕп алăра тытать. Хыççăнах В. Дергунов катокпа якатса пырать.

– Тутар Сăкăтĕнчи çула сарса пĕтерсен вырăнти çул-йĕре тирпейлеме пуçăнатпăр: чарăнури павильонсене, кĕпер карлăкĕсене, ятарлă паллăсене сăрламалла, – пĕлтерет малалла В. Илюткин.

Патăрьелĕнчи çул-йĕр управленийĕнче тăрăшакансем районта кăна мар, ун тулашĕнчи (Етĕрне районĕнче) çулсене юсанă çĕрте те ĕçлеççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика