06 июня 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ĕпхÿре Пушкăрт Республикинчи Чăваш культурин кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Çак паллă пулăма халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен Ĕпхÿре, Стерлитамакра, Пушкăртстанри ытти ял-хулара иртнĕ. Уяв умĕн Михаил Игнатьев М. В. Нестеров ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх ÿнер музейĕнче чăвашсен сăнарлă искусствин ăстисен произведенийĕсен “Чăваш-Арт: хальхи Чăваш Енĕн сăнарлă искусстви” куравне уçма хутшăннă. Унтан Наци музейĕнче Пушкăрт чăвашĕсен наци-культура пĕрлешĕвĕсен хастарĕсемпе тĕл пулнă.
Республика Çуртĕнче икĕ регион ертÿçин ĕçлĕ тĕл пулăвĕ иртнĕ – вĕсем Пушкăртстанпа Чăваш Ен туслăхĕ тата пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлесси пирки Килĕшĕве алă пуснă. Маларах вара икĕ республика 1994 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче тунă Килĕшĕве тĕпе хурса çыхăнусем йĕркеленĕ. Килĕшĕве алă пуснă май регионсен ертÿçисем Рустэм Хамитов тата Михаил Игнатьев ку документ экономика, ăслăлăхпа техника, культурăпа вĕренÿ енĕпе килĕштерсе ĕçлессине анлăлатма тата вăйлатма пулăшнине, инноваци аталанăвĕ тĕлĕшпе хастарлăх кÿрессине палăртнă. Енсем республикăсен хушшинчи туслăхпа ĕçтешлĕхе, хутшăнусене малашне те аталантарма, тĕнчери тулаш экономика çыхăнăвĕсене йĕркеленĕ чухне пĕр-пĕрне пулăшма калаçса татăлнă.
Чăваш культурин кунĕсене официаллă майпа “Нефтяник” культура керменĕнче уçнă. Фойере хисеплĕ хăнасем декораципе хушма искусство куравĕн экспозицийĕсемпе паллашнă. Чăваш культурин кунĕсем икĕ халăхăн пуян йăли-йĕркине сăнарлама май параççĕ. Çапла икĕ этнос çыннисем те Чăваш Республикин пуян тĕнчипе тата чи лайăх çитĕнĕвĕсемпе паллашма пултараççĕ.
Пушкăрт Республикин Президенчĕ Рустэм Хамитов пухăннисене пурне те уяв ячĕпе саламланă. “Пирĕн хутшăнусем çулсерен вăйлансах, çирĕпленсех пыраççĕ. Эпир пĕр-пĕрне кирлĕ. Чăваш Енпе Пушкăртстана экономика хутшăнăвĕсем çеç мар, çынсен ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пĕрлĕхĕ те çыхăнтарать”, – тенĕ Президент.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй Пушкăртстана килнĕшĕн кăмăллă пулнине палăртнă. “Шанатăп: эпир хамăрăн хутшăнăва – чи хаклă пуянлăхăмăра – хушма хавхалану кÿретпĕр. Халăхсем пĕр-пĕрне хисеплени, вĕсен туслăхĕ сыхланса юлмалла, аталанмалла тата çирĕпленмелле”, – тенĕ Михаил Игнатьев.
Пирĕн халăхсен туслăхне палăртса регионсен пуçлăхĕсем пĕр-пĕрне наци тумĕсем парнеленĕ. Рустэм Хамитов чăваш шупăрне тăхăннă, Михаил Игнатьева пушкăртсен елянне тата пуçа тăхăнмалли бурек панă.
Мероприяти Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕ-сем чăвашсен пĕрремĕш мюзиклне – “Нарспие”– кăтарт-нипе вĕçленнĕ.
“Хыпар”.