06 июня 2012 г.
Районти халăха социаллă тивĕçтерÿ паракан центр ватăсемпе сусăрсене пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшать. Вĕсене пурне те хÿтлĕх пайĕнче учета илнĕ. Пирĕн тăрăхра пурĕ 383 ватă пĕччен пурăнать. 90 социаллă ĕçчен 123-шне килĕсенче пăхса тăрассине хăйсем çине илнĕ: апат-çимĕç, эмел илсе килсе параççĕ, шыв ăсса кĕреççĕ, çимелли хатĕрлеççĕ, пÿрт-çурта тирпейлеççĕ.
Районта ватăсене вăхăтлăх пурăнмалли икĕ уйрăм ĕçлет. Вĕсенче 23 вырăн. Кзыл Чишмаринче те, Турхантинче те вăрăм ĕмĕр шкулĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче сиплĕ эмел курăкĕсемпе мĕнле усă курмаллине вĕренеççĕ, социаллă ыйтусемпе çыхăннă саккунсене тишкереççĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта социаллă тивĕçтерÿ пайĕ 999 гражданина пулăшу кÿнĕ.
Ачасемпе çемьесене социаллă пулăшу паракан пай ĕçченĕсем йывăр пурнăç условийĕсемлĕ çул çитмен çамрăксене сăнаса тăраççĕ, килĕсене çÿресе калаçу ирттереççĕ, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулаççĕ. Халĕ 1752 çемье шутра тăрать. Вĕсенче 3387 ача пурăнать пулсан, 53-шĕн шăпи вара пире самаях пăшăрхантарать.
Ĕçĕмĕре куллен пĕр тикĕс туса пымаллине пĕлеççĕ социаллă ĕçченсем. Вĕсемпе семинар-канашлу, тĕрлĕ мероприяти ирттерсех тăратпăр. Паллă кунсем тĕлне стена хаçачĕсем кăларатпăр. Иртнĕ уйăхра пĕлтĕр мĕн тунине пĕтĕмлетрĕмĕр. Унта социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ Н.Никитина сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшу памалли йĕркесемпе паллаштарчĕ.
Ватăсемпе сусăрсем хушшинче шашка-шахмат турнирĕсем те йĕркелетпĕр.
Реабилитаци уйрăмĕсенче сипленнисем пысăк шанăçпа тухаççĕ, вĕсене малашне пурăнмашкăн вăй-хал кĕрет, çутă ĕмĕт-сем çуралаççĕ. Çакă пире те хавхалантарать, ĕçĕмĕр çынсемшĕн усăллă пулни савăнтарать.
Т. МАЛИНИНА,
социаллă тивĕçтерÿ центрĕн директорĕ.