06 июня 2012 г.
Педагогика каçалăкĕнче пĕрремĕш суха тума пуçлани чĕрĕк ĕмĕр çитет пулин те, кĕçĕн классене вĕрентекен аслă категориллĕ учительница творчество ушкăнĕ умне пăлханмасăр тухаймарĕ. Хăйĕн пултарулăхĕ, ĕçри ÿсĕмĕ, малашлăх планĕсем пирки отчет тумалла-çке унăн, ачасене воспитани парас тĕллевпе усă куракан проблемăсене уçса памалла. 25 çул хушшинче уçă уроксемпе тĕрлĕрен аудиторисене тухма тивсен те Светлана Урукова пăлханмасăр чăтаймарĕ. Мĕнле хак парĕç-ши Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пуçламăш класс учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçин ĕçне; Çак çула çитсе пуян опыт пухнă вĕрентекенĕн пичĕ хĕрелмĕ-и; Çук, паллах. Пăшăрханни кăлăхах пулчĕ. Хальхинче те район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Ю.Миронова творчество ушкăнĕпе пĕрле педагог ĕçре усă куракан çĕнĕ меслетсене ырларĕ. Унăн пултарулăхне ыттисем те пысăк хак пачĕç.
Кирек мĕнле çыннăн та коллективра ят-сум, хисеп çĕнсе илес тесен чылай тар кăлармалла. Учителĕн те çавах. Уншăн ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те тÿре вырăнĕнче-çке. Пурне те пĕр пек юратмалла, ачашламалла...
–Улттăмĕш кăларăм хатĕрлетĕп эпĕ. Ку таранччен ĕçлеме йывăр ачасене тĕл пулман. Хальхисемпе те тăрăшма, аталанма çăмăл. Пĕринчен тепри хастар вĕсем манăн. Çавăнпах ĕнтĕ хамăн тивĕçĕме те чун-чĕререн пурнăçлатăп. Ку тĕлĕшпе эпĕ телей-лĕ...Çĕнĕрен çуралмалла пулсан та çак профессинех суйласа илĕттĕм, – кăмăллăн калаçать учительница.
Светлана Сергеевна вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене тĕпе хурса ĕçлет. Унăн “çимĕçĕ” вара куç умĕнче. Иртнĕ çул унăн класĕнчи Любовь Алексеева, София Волкова, Вероника Евсеева, Данил Сироткин тĕрлĕрен предметсемпе районти олимпиадăсене хутшăнса пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи çитĕнÿсем те савăнтараççĕ. Акă, Максим Думилин пушар хăрушсăрлăх темипе, Анастасия Тарасова Мăнкун ячĕпе ирттернĕ конкурссенче пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кайран асăнни наукăпа практика конференцийĕнче те пысăк хастарлăх кăтартнă – малти вырăна тухнă. Полина Фроловапа Иван Веревкин та тĕрлĕрен конкурссенче призлă вырăнсене йышăннă.
Учительница ачасене районта йĕркелекен мероприятисене хастар явăçтарать, ĕçе хăй еккипе çеç туса пыма кăмăлламасть. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ вăл ертсе пыракан активлă класс Çĕнтерÿ парадне хутшăнать. Пулас салтаксене ытти енĕпе пĕрлех çарпа патриотла воспитани парса çитĕнтерни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Кашни çынах пурнăçăн ытларах пайне ĕçре ирттерет. Ăна чуншăн, ыттисемшĕн усăллă пурнăçлани вара чăнах та пысăк телей. А. ЕГОРОВА.