АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти паллă спортсменсем

06 июня 2012 г.

Пĕчĕк ял пулсан та Именкассисем спортра аллăмĕш çулсенчех палăрнă, район тата республика чысне сахал мар хÿтĕленĕ. Кунтан тĕрлĕ енпе вуншар паллă атлет тухнă. Пурнăç йывăрлăхне пăхмасăр ялти ачасем авалтанах çерем çинче лапталла вылянă, чупнă, кире пуканĕ йăтнă, кĕрешсе вăй виçнĕ, велосипедпа ăмăртнă. Теприсем конькипе ярăннă, йĕлтĕрпе çÿренĕ, шывра ишнĕ. Урампа урам, ялпа ял хушшинче ăмăртусем йĕркеленĕ, кашни уявра вăйăсем пуçарнă. – Çĕнтерÿçĕсем районти ăмăртусене тата акатуй–сабантуя хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартма тăрăшнă. Вĕсенче мала тухнисенчен район командисене йĕркеленĕ, республика шайĕнчи тупăшусене хутшăнтарнă,– каласа парать спорт ветеранĕ Н.Хасянов.

Нурулла Минетуллович 1930 çулта çуралнă. Мĕн çамрăклах велосипед спортне юратнă. Районта ирттернĕ ăмăртусене хутшăнса палăрнă, çĕнтерÿçĕ пулнă. Вăл нумай çул ялта шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, Чăваш республикин велосипедистсен пĕрлештернĕ командинче тăнă. 1951 çулта пĕрремĕш хут Пĕтĕм Раççейри ялти спортсменсен спартакиадине ирттернĕ. Çавăнтан пуçласа Нурулла Минетуллович ăмăртусене кашни çул хутшăннă.

60-мĕш çулсенче Елена Козлова çăмăл атлетикăра хăйĕн пултарулăхĕпе палăрнă. Хĕр Первомайскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне унта кашни кун хыр вăрманĕ тăрăх чупнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн Лена Хусана çул тытнă. Унта та вăл çуран чупассипе хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕ, Тутар республикин чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Мускавра “Правда” хаçат парнишĕн ирттернĕ кросра Лена СССР спорт мастерĕн нормине тултарнă.

Тепĕр паллă çын – Вели Шагаев. Вăл çамрăк чухне кĕске дистанцисене чупма юратнă, уйрăмах 100 метра çăмăллăн парăнтарнă. Именкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Вели Шăнкăртама çул тытнă. Унта чупассипе тата штанга йăтассипе тĕлĕнтернĕ. Каччă вăтам шкул хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кайнă. Çав вăхăтра 100 метр чупассипе аслă шкул рекордне çĕнетнĕ, унăн кăтартăвĕ 20 çула яхăн сыхланнă.

Шăнкăртам вăтам шкулĕнче вĕреннĕ Фатых Ильясов çинчен те аса илесшĕн. Вăл та кĕске дистанцисене чупса районта палăрнă. Уйрăмах тăршшĕне сиксе район тата республика çĕнтерÿçи пулнă. Фатых 6,52 сантиметр сикме пултарнă.

Петр Павлов çăмăл атлетикăна юратнине астăватăп. Вăл республика ăмăртăвĕсене чылай хутшăнатчĕ. 1993 çулта Минск хулинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. 1994 çулта Шуршăл – Кÿкеç марафонра пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Тепрехинче Пĕтĕм Союзри ăмăртăва хутшăнчĕ. Спортсмен вăрăм дистанцисенче те малти вырăнсене йышăнни сахал мар. Вăл СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене пурнăçланă.

Георгий Лаврентьев пирки те ыррине нумай каламалла. Вăл та СССР спорт мастерĕн кандидатне çитнĕ. Ворошиловград хулинче олимп чемпионĕ П. Болотников парнишĕн 5000 метра чупса бронза медале çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра Георгий Аверкиевич Хирти Пикшикри ветеринари пунктĕнче фельдшер пулса ĕçлет.

Раççей шайĕнчи çÿлти шая хăпарма 1981 çулта çуралса ÿснĕ Альбина Кириллована та çăмăл пулман. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл инçе дистанцисене чупма юратнă, район ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Альбина Олеговна 2002 çулта Раççей спорт мастерĕн нормине пурнăçланă. Ентеш республика чемпионĕ тата бронза призерĕ Пĕтĕм Раççейри юниоркăсем хушшинче тата аслăраххисемпе 3000 метра чăрмавсем урлă чупса палăрнă.

Спортăн çулĕ шайне çĕкленнĕ, ял халăхне савăнтарнă тепĕр спортсмен – Владимир Афанасьев. Районти ăмăртусенче вăл 3000–5000 метрлă дистанцисене чупса çĕнтернĕ, Шупашкарта ăста тренерсен аллине лекнĕ. 17 çулта Пĕтĕм Союзри çăмăл атлетсен Бакури кросĕнче çамрăксем хушшинче чемпион ятне тивĕçнĕ.

П. Филиппов, В. Гладков, И. Кольцов, Н. Исаева, А. Николаев, В. Николаев, Н. Малов республика ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене тухнă, шкул, район чысне хÿтĕленĕ, регионта ирттернĕ колхозсем, ветерансем хушшинче çăмăл атлетикăпа нумай çул çĕнтерÿçĕсен йышĕнче тăнă.

Йĕлтĕрçĕсен те ăмăртусенче мала тухса асăнмалăх хăварнă йĕрĕсем пур. П. Цыгановпа М. Кисаметдинов çитĕнĕвĕсем халĕ те куç умĕнче. Район чысне хÿтĕленĕ Е. Гладкована, Е. Паукинана лайăх енчен палăртса хăвармалла. Ялти физкультура учителĕсем чылайăн техникумсемпе институтсенчен вĕренсе тухнă.

“Герой” колхоз кĕрлесе тăнă вăхăтра профсоюз енĕпе çамрăксен спорт шкулĕ ĕçленĕ. Именкассинче 1986 – 1989 çулсенче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен филиалне уçнă, ăна Р. Хамдеев тренер ертсе пынă. Воспитанникĕсем районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнса паха результатсем кăтартнă. Николайпа Андрей Семеновсем, Владиславпа Андрей Кирилловсем, Андрей Корнилов, Евгений Кошкин, Герман Кошкин, пĕр тăван Паукинсем, Степановсем малти вырăнсене тухма пултарнă. Халĕ те районта ирттерекен турнирсенче тата спартакиадăсенче Именкасси ачисем вăйлă пулни савăнтарать. Е. Павлов, Н. Лаврентьев, Д. Зейнетдинов, В. Нянин чемпионсемпе малтисен шутĕнче. Тренерăн вĕсемпе савăнмалăх пур. 2005 çулта пысăк ăмăртусенче кĕрешсе В. Нянин Раççей спорт мастерĕн нормине тултарчĕ. Маларах И.Зейнетдинов алшăллипе пилĕкрен тытса кĕрешмелли мелпе спорт мастерĕн удостоверенине илчĕ. Ку енĕпе вăл районта пĕрремĕш пулчĕ.

Ял çамрăкĕсем малашне те спортпа туслă пуласса, хăйсен ăсталăхĕсене район, республика шайĕнче кăтартасса шансах тăрас килет.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика