06 июня 2012 г.
кăмăла çĕклекенни пĕр çакă кăна тени çителĕксĕр пулĕччĕ. Пĕрлех районта вун пилĕк çĕрте ял уявĕ йĕркелерĕç, акатуй ирттерчĕç. Пирĕн корреспондент Сăкăт халăх савăнăçне пайлама хутшăннă. Аяларах вырнаçтарнă ÿкерчĕксенче эсир стадион лапамĕнчи самантсемпе паллашма пултаратăр. ЫХРА ÇЫРМИ ял тăрăхĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетсе республикăри “Сабантуй-2012” уяв иртрĕ. Унта хăнасем йышлă килчĕç. Уяв коран вуланинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн “Сабантуй” тесе илемлетнĕ лашасен колонни сцена умĕпе иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, Тутарстанри Апастово районĕнчен килнĕ делегаци ертÿçи Р. Загидуллин, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Айбетов, “Жизнь” агрофирма директорĕ Р. Санзяпов, ялăн хисеплĕ гражданинĕ Л. Кураков, шкул директорĕ М. Сайдашев тата ыттисем те халăха уяв ячĕпе саламларĕç.
Сцена çинче тутарла, чăвашла, вырăсла юрăсем пĕрин хыççăн тепри шăранчĕç. Ачасене аттракционсем илĕртрĕç. Çитĕнекен ăру, аслисем спорт ăмăртăвĕсене те, вăйăсене те йышлăн хутшăнчĕç. Кĕрешекенсене куракансем хавхаланса пăхрĕç. 85 килограмм ытларах виçеллисенчен Ф. Зайнуллин çĕнтерчĕ. Мала тухнисем парнесене тивĕçрĕç, кĕрешÿ чемпионĕ вара холодильниклă тата виçĕ уйăхри пăруллă пулчĕ.
Уявра кунĕпех суту-илÿ ярмăркки ĕçлерĕ.
А. ИВАНОВА.
ТУРХАН ял тăрăх администрацийĕ Раççей историйĕн çулталăкне халалланă ХХV уява “Кивçурт” уçланкăра ирттерчĕ. Акатуя ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Сымов уçрĕ. Уява пухăннисене район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ С. Манзуркин, райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В. Осипов, Турханти психоневрологи интерначĕн директорĕ А. Бабаев, вăтам шкул ертÿçи В. Иванов саламларĕç. Ака-суха ĕçĕсемпе тата выльăх-чĕрлĕхе хĕле мĕнле каçарнипе “Хастар” ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н. Родионов паллаштарчĕ, тăрăшуллă ĕçченсене парнесемпе чысларĕ.
Уяв савăнăçĕ иксĕлми. 2003 çулта шкула парнеленĕ автобус кивелнĕ. Çавна май унпа малашне усă курма шанчăксăр. Çитменлĕхе шута илнĕ те-мĕн В. Осипов, уява пушă алăпа килмен: шкул директорне çĕнĕ автобус свидетельствине, водительне ключ пачĕ. Ун хыççăн сценăна организацисемпе учрежденисен ташă-юрă ăстисем йышăнчĕç. Çумăр çуса иртрĕ пулин те спорт мероприятийĕсем хăйсен йĕркипех пычĕç. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене тивĕç пулчĕç.
Суту-илÿ ярмăркки каçченех ĕçлерĕ. Н. Марышкин ертсе пыракан карусель те ача-пăчана кăмăлтан савăнтарчĕ.
(Хамăр корр.)