АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменсене мобильниксĕр кĕмелле!

09 июня 2012 г.

КĂÇАЛХИ выпускниксен Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ хыççăн Патăрьелсен ятне чылай хутчен асăнĕç-ха. Кун валли вара сăлтавĕ пысăк. Экзамен вăхăтĕнче йĕркене пăснăшăн икĕ вĕренекене акт çырса кăларса яма тивнĕ. Пĕрремĕш çылăх майăн 28-мĕшĕнче, историпе тĕрĕслев ирттернĕ чухне пулнă. Каччă материалсене кĕсье телефонĕпе ÿкерме тытăннă иккен. Вăрттăн “операци” ăнăçлах пулса пĕтмен. Кăçал вăл çак предметпа ППЭ тытаймасть ĕнтĕ. Тепĕр çул кăна сĕтел хушшине ларĕ.

Усал хыпар шкулсене чăл-пар саланнă пулин те, тепĕр эрнерен каллех – пите хĕретмелли тĕслĕх. Хальхинче комисси Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултах химипе экзамен тытнă чухне пĕр хĕр питне хĕретнĕ. Ку чиперкке мобильникпе усă курма юраманни пирки çирĕп асăрхаттарнине нимĕн вырăнне те хуман-мĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика