АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем паллă

09 июня 2012 г.

АПК предприятийĕсемпе строительство организацийĕсен хушшинчи экономика ăмăртăвĕн 2011 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх çаксене лайăххисем тесе палăртнă:

ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче тĕп отрасльсене лайăх аталантарнăшăн акционерсен “Батыревский” хупă пĕрлешĕве (ертÿçи – П. Ялуков); ÿсен-тăран отраслĕнчи кăтартусемшĕн “Исток” агрофирмăна (ертÿçи – А. Илюткин); выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çитĕнÿсемшĕн “Звезда” хуçалăха (ертÿçи – В. Кузнецов).

Строительство организацийĕсем хушшинче – тулли мар яваплă “Булат” пĕрлешÿ (ертÿçи – Р. А. Абдулвалеев). Строительствăпа монтаж ĕçĕсене 123,1 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă.

ЧР Шалти ĕçсен министрĕ – Патăрьелĕнче

Июнĕн 6-мĕшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, министерство çумĕнчи Обществăлла Канаш представителĕсем Игорь Кушевпа Игорь Мурзаханов ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн районта пулчĕç. Сергей Естафьевич Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен администраци пуçлăхĕсемпе Николай Глуховпа тата Валерий Фадеевпа тĕл пулса икĕ район территорийĕнче право йĕркине çирĕплетес ыйтусене сÿтсе явнă.

Ведомство пуçлăхĕпе Обществăлла Канаш членĕсем Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче граждансене йышăнчĕç. Уйрăм çынсем полици полковникĕпе куçа-куçăн тата уççăн калаçрĕç, районти йĕрке хуралĕнчи ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç, хăйсен сĕнĕвĕсене каларĕç.

Министр Юхмапа Пăла тăрăхне килнин тепĕр сăлтавĕ – Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен хушшинчи “Батыревский” пайĕн начальникне палăртасси. Район администрацийĕн залĕнче полици полковникĕ Сергей Семенов вырăнти полицин ушкăнне çĕнĕ ертÿçĕпе – полици майорĕпе – Андрей Васильевич Фоминпа паллаштарнă. ЧР ШĔМĕн 2012 çулхи майăн 30-мĕшĕнчи приказĕпе ки-лĕшÿллĕн ăна РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен хушшинчи “Батыревский” пайĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Сăмах май, ăна çав кунах подполковник званине панă.

Андрей Фомин Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнче çуралнă, аслă юрист пĕлĕвне илнĕ, мăшăрĕпе ывăл ÿстереççĕ. Унăн мĕн пур служба ĕçĕ Патăрьелĕнчи следстви подразделенийĕнче иртнĕ. Маларах следстви пайĕн пуçлăхĕ, пай начальникĕн çумĕ пулнă.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика