АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАççЕЙПЕ ПĕРЛЕ

09 июня 2012 г.

Раççее пăхăнса тупа тунăранпа (1551 çул-та) чăваш халăх кун-çулĕ Раççей историйĕпе тачă çыхăннă.

XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса чăвашсем Раççейри халăхсене тата чикĕ леш енчи çĕр-шывсене хăмла, пыл, тикĕт, тир, ыраш, çăнăх, çурт тумалли пĕренесем сутма пуçланă. Çапла майпа çĕр-шывăн аталанакан экономикине сисĕнмелле пулăшу кÿнĕ.

I Петĕр патшан паллă реформисен тапхăрĕнче хĕсметре тăракан пилĕк пине яхăн вăй питти чăваш Раççей флочĕн пĕрремĕш карапĕсене тума Азовпа Воронеж хулисене юрăхлă вăрманпа тивĕçтернĕ. Пин-пин чăваш Санкт-Петербурга, ытти хуласемпе крепоçсене çĕкленĕ çĕре, Раççей империйĕн чиккисене çирĕплетес ĕçе хутшăннă.

1610–1612 çулсенче Польша интервенцийĕ вăхăтĕнче çар çулне çитнĕ чылай чăваш Пăрттас (Буртас) турхан ертсе пынипе Мининпа Пожарский отрячĕсенче çа-пăçнă. Пирĕн çĕрсене сĕмсĕррĕн хапсăннă тăшмана Раççей çĕрĕ çинчен çапса кăларнă.

1812 çулхи вăрçă вăхăтĕнче чăваш ялĕсенчен хĕсметре тăракан çар çыннисемсĕр пуçне тепĕр икĕ хушма полк вăрçа кайнă. Çара лашасемпе, ут таврашĕпе, фуражпа тата апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ.

Крым вăрçинче (1853 – 1856 çулсем), турккăсемпе вырăссен вăрçинче (1877 – 1878 çулсем), вырăссемпе яппунсен вăр-çинче (1904 – 1905) вырăссемпе юнашар чăваш салтакĕсем те хастаррăн çапăçнă.

1936 – 1939 çулсенче Испание хăйсен ирĕкĕпе кайнă совет салтакĕсем хушшинче Г. С. Сергеевпа И. П. Пряхин танкистсем Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. А. П. Пялисов, Г. Н. Захаров (кайран генерала çитнĕ) летчиксем тата СССР Аслă Канашĕн пĕрремĕш созывĕн депутачĕ П.И. Пумпур (1942 çулта ăна сăлтавсăр айăпласа персе пăрахнă) çапăçнă.

1938 – 1940 çулсенче Китайра яппун салтакĕсене хирĕç пынă вăрçăра бомбардировщиксен эскадрилйин командирĕ В. Г. Долгов çапăçнă, Хĕрлĕ Ялав ордене илме ти-вĕçнĕ. 1938 çулта паттăрла пуçне хунă. Яппун вăрçине каярахпа Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Ф.Н. Орлов летчик хутшăннă. 1940 çулхи финн вăрçинче Сергей Бутяков вилнĕ хыççăн çак ята тивĕçнĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чăваш халăхĕн 60 ывăлĕ Совет Союзĕн Геройĕ сумлă ята тивĕçнĕ, 12 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулнă.Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фрончĕсене тăшмана хирĕç паттăрла çапăçни тата тылра хăйсене шеллемесĕр ĕçлени пирĕн Çĕнтерĕве çывăхлатнă. Чăваш арĕсем Вьетнамра, Афганистанра, Чечняра тата ытти хĕрÿ вырăнсенче палăрнă.

Çамрăк ăру ветерансемпе тивĕçлипех мухтанать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика