09 июня 2012 г.
Аллăмра Кивĕ Ахпÿртри А. Павловăн “Эп те калам-ха” кĕнеки. Виççĕмĕш ку авторăн. Çулĕпе çамрăк мар пулин те сăвăсен пуххине тирпейлесе пичете хатĕрлеме пултарчĕ. 59 хайлавран пĕринче Александр Алексеевич хăйĕн кун-çулне çутатнă. Патшалăхăн йывăр лавне (шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ) туртнă чухне шуçлак çул пайтах пулнă. Çапах маттур тесе мухтанасси çук унăн. Выç куçлă, сĕмсĕр, чăркăш, кĕвĕç, кахал, мăран, чунсăр этемккесене вара чăтма пултараймасть, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн тăрăшса куçран калать. Чеелĕхпе суялăха ватă çыннăн чунĕ йышăнмасть. А. Павлов килĕшÿпе тăнăçлăха, юратупа çут чăнлăха яланах мала хурать.
Тĕрлĕ тема çĕкленĕ автор. Кĕçĕн çулхисем, çитĕннисем, аслисем валли те ăша хывмалли пур унта. Чун хавалĕ ăна малашне те çĕнĕ сăвăсем çырма хавхалантарсах пытăр. Эпир кăмăлтан вулăпăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА.