09 июня 2012 г.
Алманчăра пурăнакан О. Родионована хăйĕн ялĕсем çеç мар, таврарисем те çывăх пĕлеççĕ: çамрăкраххисем ăна хисеплесе Ульха аппа, тантăшлисем кăмăлтан Ольга Григорьевна тесе чĕнеççĕ. Пăва районĕнчи Рункăран качча килнĕскер хĕрĕх çул медицина сестринче тăрăшса мĕн чухлĕ çынна эмелпе çеç мар, сăмахпа, ырă канашпа сиплемен-ши, ытти пархатарлă ĕçпе пулăшман-ши! Ун пирки каласа та, шутласа та пĕтереймĕн. Аслă Пÿлĕх унăн ĕçне хисепе хутăр, 83 çулхи кинемее малашнехи пурнăçра сывлăх патăр.
Ырă тунă ĕç çине вара яланах çу тумлать. Ял тухтăрĕ (çаплах калас килет) чирлисемшĕн кирек хăçан та хыпăнса ÿкни, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вĕсене пулăшма васкани – выçă çынна çăкăр чĕлли тăсса панинчен те хаклăрах.
Ульха аппа çамрăк чухне яланах çĕнни патне ăнтăлнă. Иçĕм çырли евĕр хитре чухне ĕмĕчĕ те çиçĕм пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ çемьере саккăрăн сак тулли чупнă самантсенче 14-15 çулсенчи черченкĕ хĕр ачан юратнă ашшĕн синкерлĕ вилĕмĕшĕн тăшмана тавăрма вăрçа тухса каяс шухăш та çуралнă. Анчах çунатлă ĕмĕчĕсем пурнăçланайман. Шăпах çакăн хыççăн чиперккен Гиппократ тупине ăша илсе чирлĕ çынсене сыватасси çирĕп тĕвĕленнĕ. Пысăк тĕллевпе вăл Пăвари медицина сестрисем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ. Шурă халатлă пулас специалист тăрăшса пĕлÿ пухнă. Кашни кунах унталла та кунталла сакăршар çухрăм çуран танкканă, пĕр урока те сиктермен. Вăхăт иртнĕçемĕн алла илнĕ кăвак хуплашкаллă диплом уншăн пурнăçри çул маякĕ пулнă. Çамрăк специалист ĕç кĕнекине хăйсен çывăхĕнчи районтах пуçланă. Ун чухнех Ольга Григорьевна ăста медсестра пуласси сисĕннĕ: кашни ĕçе тирпейлĕ, вĕçне çитиччен пурнăçланă, чирлĕ çынна чĕре çывăхне йышăнса сипленĕ. Çамрăкпа та, ватăпа та калаçăва килĕшÿллĕ сыпăнтарнă. Çак ырă та паха енсем вара унăн ĕмĕр тăрăшшĕпе туптаннă та туптаннă. Яш чухне ятне упранăскер, паян кинемей ăшă аса илÿсемпе савăнать. Унăн пархатарлă кун-çул калавне итлесе ларма та кăмăллă.
Пурнăç çулĕ – аслă çул. Ăна тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле. Кун пирки Ульха аппан ÿкĕнсе чавсана çыртмалли çук. Диплом илнĕ хыççăн икĕ çулне ĕçлесе татсан (йĕрки çапла пулнă) вăл çирĕппĕнех хăй специальноçĕпе ура çине тăнă. Лайăх çынна ырă Турă пирĕн района илсе çитернĕ. Вăрçă хыççăн малтан Красномайскинче, каярахпа Кзыл Чишма колхозĕнчи ача çураттармалли çуртра ĕçленĕ.
–Пилĕк чÿречеллĕ йывăç çурт паянхи кун та куç умĕнчен каймасть. Ун чухне ача амăшĕ пулнă çынсем халĕ те мана хĕреснай амăшĕ евĕр хисеплеççĕ: тутар-и вăл е чăваш – пурпĕрех. Халĕ ялта çулталăкне те 4-5 ача çеç çуралать. Ун чухне вара 60-шар пепкене алла илнĕ. Апачĕ хальхи евĕр пулмасан та çемьере ултшар сывă ача çитĕнетчĕ. Паян вĕсенчен чылайăшĕ аслă та ăслă çын пулни кăмăллă,– ырăпа аса илет ĕç ветеранĕ.
Ольга Григорьевна медсестран Алманчă кинĕ пулнă хыççăн та тĕрĕслĕхпе хăюлăх яланах юнашар пулнă. Вĕсене вара йĕкĕреш туйăмсем теççĕ. Хăйĕн тĕп ĕçне тирпейлĕ те кăтартуллă туса пынипе пĕрлех сиплевçĕ общество пурнăçне те пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Темиçе хутчен ял Совет депутачĕ пулнă, халăха пăшăрхантаракан ыйтусемпе тĕрлĕ шая тухнă, татса пама пулăшнă. Унсăр пуçне çирĕм çул участокри Хĕрлĕ хĕрес комитечĕн хастарĕ пулнă. О. Родионова ертсе пыракан санитари посчĕ пĕрре мар республикăра малти вырăнсене йышăннă. Шăпах çакăн пек пархатарлă ĕçшĕн 1971 çулта Мускава Пĕтĕм Союзри Хĕрлĕ хĕрес обществин çиччĕмĕш съездне кайма та тивĕçнĕ.
Пурнăç кустăрми сисĕнмесĕр çаврăнать те çаврăнать. Ульха аппа шултăраланас енне кайнă кун-çулне кĕскен аса илнĕ тапхăртах кăмăллăн йăл! кулса илчĕ те: “Эп телейлĕ хĕрарăм...”–терĕ сăмахĕсене татса. Калаçăва малалла аталантарнăçем манăн çак шухăш пирки пĕр иккĕленÿ те пулмарĕ. Чи пахи – çак çула çитиччен вĕсем мăшăрĕпе акăшсем евĕр килĕштерсе пурăнни. 57 çул иртнĕ вĕсем пĕр-пĕрин чĕре таппине итлеме пикенни! Турă пилленĕ ытармалла мар тăватă ачи, çичĕ мăнукĕ, мăнукĕсен виçĕ пепки паян ватăсемшĕн савăнăç куççулĕ. Пысăк йыш ашшĕ-амăшĕн кĕрекине ларни, шăкăл-шăкăл калаçни – виçесĕр телей. Ун пек чухне ырă амăшĕ, çемье тухтăрĕ хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене усăллă сĕнÿ-канаш пама васкать. Вăл ĕмĕр тăрăшшĕпе хастар агитатор та пулнă-çке. Ку тĕлĕшпе те опыт çителĕклĕ. Ульха аппан хăш-пĕр усăллă канашĕсене блокнот çинех çырса хутăм. Эсир те шута илĕр:
Альбина ЕГОРОВА.