09 июня 2012 г.
Этем çĕр çинче пĕрре çеç пурăнать. Пурте вăхăт çитсен хĕреслĕ яла уйрăлса каятпăр. Пурăннă чухне вара кашни çын пурнăçĕ хăйне евĕрлĕ: телейĕ, асапĕ-терчĕ, хуйхи-савăнăçĕ. Çĕр çинчи пурнăç – вăхăтлăх. Кунта эпир хăнара çеç. Паян вара пирĕн сăваплă тивĕç – вилнĕ çынсене хисеплесе асăнасси, асра тытасси, масар çине кайса ун йĕри-тавралăхне, вил тăприсене тирпейлесе тăрасси, хĕрессене, палăксене упрасси, çĕнетесси.
Вăтаел ялĕн Аслă урамне совет саманинче асфальт сарса юлайнă пулсан та масар патне каякан çул питĕ япăхчĕ. Çулленех вилнĕ тăванăмăрсене асăнма пуçтарăннă чухне масар патне пыма çав тери йывăрччĕ. Çакă нумайăшне пăшăрхантаратчĕ. Çавăнпа ютра пурăнакан ентешсем пуçарнипе кăçал çак çула тирпейлеме шутларĕç. Ĕçе хамăр вăйпах пурнăçлама шут тытрăмăр. Ютра пурăнакансем валли перекет банкĕнче ятарлă счет уçрĕç. Мĕн пур яваплăха Василий Козловпа Валерий Софронов хăйсем çине илчĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех 500 метра яхăн çул хыт чулпа сарăлчĕ. Çакăнта Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Геннадий Яковлев врач-травматологăн, А. Плечова, В. Щербаков, В. Плечов, О. Яковлева тата ытти нумай ентешсен тÿпи пысăк пулнине палăртмалла. Хăш-пĕр çемьери ашшĕ-амăшĕ çеç мар, пур ачи те (М. Шайкинан, Р. Соснован, В. Шайкинан, А. Захарован, А. Чувайкинан) çак ĕçре пуçарулăх кăтартрĕç. Ялти лавккара ĕçлекен Н. Щербаковапа А. Виноградова та маттур пулчĕç.
Чунпа çывăх тăвансен, туссен вил тăприсем патне кайса çÿреме çул кăмăллă пулчĕ. Ăна эпир курăк пусма памăпăр.
В. ЯКОВЛЕВА.