16 июня 2012 г.
Мĕн пур ял хуçалăх предприятийĕсем агротехникăпа килĕшÿллĕн çурхи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра, пысăк пахалăхпа вĕçленĕ, пулас тыр-пулăн çирĕп никĕсне хывса хăварнă.
Районти обществăлла секторта 13642 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 1866 гектар çĕр улми, 72 гектар пахча-çимĕç акса-лартса хăварнă.
Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 9600 тонна ытла сĕт, 1500 тонна ытла аш-какай туса илнĕ. Ĕнесене çуллахи лагере куçарни сăвăма тата ÿстерме пулăшать.
“Исток” çĕр ĕç фирмин ĕне фермине çĕнĕ технологисемпе реконструкцилеççĕ. “Батыревский” пĕрлешÿре 300 пуç вырнаçмалăх ку чухнехи условисемлĕ ĕне ферми тума палăртаççĕ.
Кăçал районта 30 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ маркăллă 25 трактор туяннă.
Пирĕн район килти хушма хуçалăха аталантарассипе республикăра кăтартуллă шутланать: чылай çемье çăмăллатнă кредитсемпе усă курать. 2012 çулхи пилĕк уйăхра çеç халăх 234 миллион тенкĕ укçа илнĕ.
Кăçал Патăрьелĕнче канализаци сечĕсене тăвасси вĕçленмелле. Район нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли тата киввисенчен хăтлă вырăнсене куçармалли программăна хутшăнать.
Январь-май уйăхĕсенче 5 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт хута янă. Çулталăк вĕçлениччен çак кăтартăва 30, 5 пине çитересшĕн.
2011 çулта нумай ачаллă 4 çемьене, тăлăха юлнă 8 ачана, 21 çамрăк çемьепе специалиста пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. 2010–2012 çулсенче 278 ветеранпа вĕсен çемйисене хăтлă кĕтессем туса панă. Тата 70 ветеран ыйтăвне тивĕçтерме палăртнă.
“Ял тухтăрĕ” программа пурнăçа кĕрсе пынă май районта квалификациллĕ медицина работникĕсен кадрĕсен çитменлĕхне пĕтерессе шанас килет. Унпа килĕшÿллĕн 3 çамрăк специалист пĕрер миллион тенкĕ илнĕ.
Пĕчĕк бизнес ял хуçалăхне те, суту-илĕве те, обществăлла апатланăва та, строительствăна та, тирпейлекен производствăна та, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессине те пырса тивет. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательствăра 3900 ытла çын ĕçлет.