АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака вÿăленчÿ. Умра – утç ăийÿ

16 июня 2012 г.

Çулла ял çыннин пушă тăма вăхăт çук – пĕр ĕçĕ вĕçленнĕ çĕре тепри ĕлкĕрет. Халь, ак, пурте тенĕ пекех выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Нумай çул çитĕнекен курăксен анисенче техника сасси кĕрлесе çеç тăрать.

“Исток” агрофирмăра та хĕле валли сенаж, утă янтăлама пуçланă. В. Огурцовпа А. Кураков “Нива” комбайн çумне çирĕплетнĕ ЖЗБ – 4,2 жаткăпа курăка çулаççĕ. Ĕççи вăй илсе пынăçем роторлă икĕ косилка хутшăнмалла.

Курăксем хуçалăхра 575 гектар йышăнаççĕ. Кунта вăрлăх хатĕрлемелли те, кĕтĕве çÿретмелли те кĕрет. Паяна 50 гектар ытла вырнă. Сенаж 1500 тонна хума палăртнă, 300 тонна ытла янтăланă.

Ешĕл апата хатĕрленĕ çĕрте “Волга – 2” агрегатпа М. Кузьминпа А. Яковлев тăрăшаççĕ.

– Курăксем аван çи-тĕнчĕç. Анчах çанталăк малтан йĕперех, унтан шăрăх тăни вĕсене аванах минретрĕç. Масса пĕл-тĕрхинчен сахалтарах пуласси куç кĕретех, – тет агрофирмăн тĕп агрономĕ Д. Ерофеев уй-хир ĕçĕпе паллаштарнă май.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика