16 июня 2012 г.
ПУРНĂÇ хÿри пăрнăç теççĕ. Ăна тирпейлĕн тытса пымасан, икĕ айккине уйрăлса кайма та пулать. Акă, кăçалхи пилĕк уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хăйсен ирĕкĕпе тата пĕр-пĕрне килĕштерсех 81 мăшăр çĕнĕ çемье чăмăртанă. Вĕсенчен ултă арçын тата икĕ хĕрарăм иккĕмĕш хут Мендельсон маршĕпе утнă. Пĕрремĕшсемпе пĕр чĕлхе тупайман е “хура кушак” каçса кайнă-ши;
Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем ытларах 18-24 çулсенче пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартаççĕ. Сăлтав тупса уйрăлакансем вара – 25-39 çулсенче. Пĕрлешеççĕ, пурăнаççĕ, кайран вара...