АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ халăха пĕрлештерет

16 июня 2012 г.

Шĕкĕр хуламăрта пурăнакан çĕр-çĕр çынпа унăн хăнисем Раççей кунне паллă тума “Шупашкар: 500 çул” канупа культура паркне савăк кăмăлпа пухăннă. Ирĕклĕхпе тăнăçлăх, саккунлăхпа тĕрĕслĕх тата ыр кăмăллăх туйăмĕ пĕрлештернĕ халăх Тăван çĕр-шыв шăпипе малашлăхĕ унăн çирĕп аллинче пулнине палăртнă.

Пĕлтерĕшлĕ пысăк пулăмпа саламласа савăнăçлă уява Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçнă, чуна çывăх хуламăрăн тасалăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн тăрăшнăшăн тав тунă, çакă кунта пурăнакансемшĕн кăна мар, республикăн тĕкĕрĕ пулнине тепĕр хут аса илтернĕ.

Пурте пĕрле Раççей Гимнне шăрантарнă хыççăн хулари Мускав район администрацийĕ çумĕнчи çамрăксен правительствин членĕсем “Раççее юрататăп” театрализациленĕ мероприятие хутшăнма йыхравланă. Вĕсем Раççейĕн ялавне сцена умне çирĕплетнĕ, тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем вĕçтернĕ.

Савăнăçлă уяв çамрăксен асĕнче тепĕр пулăмпа та çырăнса юлчĕ: вăсенчен чылайăшĕ çĕр-шывăн тулли праваллă гражданинĕ пулнине ĕнентерекен хаклă документа – паспорта – алла илнĕ. Спортра çитĕнÿсемпе палăрнисене те манман, çут тĕнчене çак кун килнисене уйрăммăн чысланă, асăнмалăх парнесем панă. “Мишка çемйи” композиципе юнашар лаптăкра ачасемпе пĕрле аниматорсем тăрăшнă, асфальт çине ÿкерчĕксем ÿкерсе тупăшнă. “Тинĕс аçтахисем” истори реконструкцийĕн клубĕ çар ăсталăхĕпе паллаштарнă. Вĕрсе каламалли инструментсен ансамблĕ юрă-кĕвĕпе хавхалану кÿнĕ, аттракционсем çурма хакпа ĕçленĕ.

«Хыпар» хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика