16 июня 2012 г.
Вĕренÿ хыççăн канма та кăмăллă Вуннăмĕш хут ирттерчĕç районта ачасен “Акатуй-Сабантуйне”. Çулĕ хушăннăçемĕн мероприяти пĕлтерĕшĕ те ÿссех пырать-мĕн. Çитĕнекен ăру анлăн явăçать унта: çĕнĕ тус-юлташ тупать, тăрăшса вĕреннĕ хыççăн канать, вылять, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать, юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартать. Капăр тум тăхăннă арçын ачасемпе хĕр ачасем уçланкăра аякран çеçкене сăрса илнĕ вĕлле хурчĕсем пек туйăнаççĕ.Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов уçрĕ. Вăл кăçалхи акатуя Раççей историйĕн çулталăкне халалланине палăртрĕ.
–“Хĕвеллĕ” уçланкă пиртен çывăхра мар пулин те инçе çула тухма шиклĕх çук. Пăхсамăр, шкул автобусĕсем йĕркипе лараççĕ. Ачасене уява илсе килсе кăмăлĕсене тупма тăрăшрăмăр,– тет Çĕньялти вăтам шкул директорĕ М. Мадюкова.
Районта шкул çулне çитмен 1568 ача садика çÿрет. Черетре тăраканнисем те сахал мар. Çак ыйтăва Патăрьелĕнчи 240, Шăнкăртамра 160 вырăнлăх ача сачĕсем хута кайсан татса пама пулать. Вĕсене кăçал ĕçе кĕртесшĕн.
Шкулсенче вара 500е яхăн педагог 4900 ачана пĕлÿ парать. Иртнĕ çулсенче Шăнкăртампа Сăкăтра ку чухнехи вĕренÿ кабинечĕсемлĕ çĕнĕ çуртсем хута кайрĕç. Тутар Сăкăтĕнче 200 вырăнлăх шкул тума палăртаççĕ.
Модернизаци программипе килĕшÿллĕн, 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче педагогсен ĕç укçи 30 процент ÿсрĕ. 2011 çулта федераци бюджетĕнчен компьютерсем, спорт инвентарĕ, столовăй оборудованийĕ, кĕнекесем туянма миллион çурă ытла укçапа усă курнă. Пĕрремĕш классемпе учителĕсене кирлĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Пур шкулăн та сайт пур, интернетпа çыхăнтарнă.
Вĕрентÿ процесне анлăлатас тĕллевпе 18 шкула реструктуризаци тунă. 36 ялти 1200 ачана 26 автобуспа база çур-чĕсене турттараççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине лайăхлатас, автобус паркне çĕнетес тĕллевпе тата 7 техника транспорт хатĕрĕ туяннă.
1936 ача 23 предметпа районти олимпиадăсене хутшăннă. Республикăри тата регионти тапхăрсенче чылайăшĕ малти вырăнсене йышăннă.
Район историйĕнче пĕрремĕш хут Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Наталия Андреева учительница республикăри “Учитель – 2012” конкурс çĕнтерÿçи пулчĕ.
Шкул ачисен сывлăхне упрас енĕпе тĕллевлĕ ĕç пырать. Вĕрентÿ программине виççĕмĕш физкультура сехечĕ кĕртнĕ. 22 шкулта спорт зал пур. Вĕри апатпа пур çĕрте те тивĕçтереççĕ. 2007 çултанпа 77 каччăпа хĕр республика Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.
2011 çулта творчествăри пысăк ăнтăлушăн 13 çамрăк стипенди илнĕ. Кăçал – 22ĕн Район администрацийĕн Пуçлăхĕн стипендине çулленех пиллĕкĕн тивĕçеççĕ.
Ыхра Çырминчи, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи каçхи вăтам шкулсенче тĕпрен юсав ĕçĕсем тума палăртнă.
Олимпиадăсен, конкурссен çĕнтерÿçисене Н. Глухов, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ А. Пирогов, “Россельхозбанк” управляющийĕ Р. Селиванов та уява пуш алăпа килмен. Ачасемпе пĕрлех педагогсем те чыса тивĕçрĕç.
Малалла сценăна шкулсенчи художество пултарулăх ушкăнĕсем йышăнчĕç. Савăк юрă уçланкă çийĕн аякка саланчĕ.
Сценăн сылтăм енче шкулсен ĕçĕ-хĕлне кăтартакан стендсем вырнаçтарнă. Ал-ĕç выставкисене тăратни кăмăла кайрĕ. Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкулти Н. Ярусов технологи учителĕ ертсе пыракан ачасем мĕн кăна ăсталаман-ши: ывăс, йĕтĕр, салфетка, шарф... Е. Миллин, Кристинăпа Оксана Салминасен, Д. Кошкин, Т. Осипова вĕренекенсен алли ылтăн. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Яфизова хĕреслĕ майпа тĕрлесе мечĕте ăста кăларнă. Г. Пезеева çыхма, тĕрлеме, кĕленче савăт-сапана илемлетме маçтăр.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К. Арланов хатĕрленĕ кресло наукăпа практика конференцийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Т. Филиппов ярăнмалли лаша тунă. Турханти вăтам шкулта ачасем тĕрлĕ аппликаци ăсталаççĕ. Çырма чулĕнчен, тăмран та илемлĕ япала тума пулать иккен. Первомайскинчи вăтам шкула çÿрекенсем çатан авма ăста. Туçари шкулта ăс пухакансем вĕтĕ шăрçапа интересленеççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ тухьясемпе хушпусем Мускавах çитнĕ.
– Ирина хĕрĕм сцена çине юрлама хамăр ăсталанă тумпах тухать. Юлашки вăхăтра вĕтĕ шăрçаран чечексем тума вĕрентĕмĕр. Чăтăмлăх çитерсен, стена çине çакакан тĕрĕсене те тĕрлеме пулать,– паллаштарать хăйсен алă ĕçĕпе А. Глинкина ертÿçĕ.
Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче вĕренекенсен те экспонатсем сахал мар. Стендсенчен ытларах алă ĕçĕсемпе кăсăкланчĕç уява килнисем. Курса савăнмалах, тĕлĕнмелĕх пур. Çитĕнекен ăру алла пански, чĕнтĕр йĕпписене, саваламалли, касмалли станоксене тытма пĕлни те лайăх. Çакнашкал ĕç ашшĕ-амăшне те савăнтарать.
– “Атте, анне, эпĕ–туслă спорт çемйи” ăмăртусене яланах хутшăнма тăрăшатпăр. Кашнийĕшĕнчех çĕнтереймесен те старта тăни паха. Ачасем спортпа туслă ÿсеççĕ,– каласа парать Сергей мăшăрĕпе тата Егор ывăлĕпе конкурса хутшăннă Елена Перепелкина.
Уявра ачасем карусельпе ярăнса савăнчĕç, суту-илÿ пычĕ. Ĕçер-çиер, тăван, выляр, кулар,
Акатуйра пĕрле, ай, савăнар Юрлать, ташлать, ахăлтатать, çаврăнать, сикет акатуй... “Хĕвеллĕ” уçланкă июнĕн 11-мĕшĕнче те ирпе-ирех кĕрлеме пуçларĕ. Çурхи ака-суха хыççăнхи савăнăçа пĕрле пайлама Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр çемьери пек туслă пурăнакан чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи хитре те ирĕклĕ вырăна пуçтарăнчĕç. Юлашки çулсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе халăхăн авалхи тата хальхи çипуçне хисеплесе тăхăннă чиперккесемпе маттур яшсем, анлă пыллăха хăйсен ытамне ярса илес евĕр, тĕп сцена умне пы-ысăк юрă карти йĕркелерĕç. Çаврăм хыççăн çаврăм çаврăнса, ухăнса юрлакансем каярахпа пĕчĕк ушкăнсем çине пайланчĕç. Юррисен ахрăмĕ вăрман урлă кÿршĕ района те çитрĕ-тĕр...Çапла кĕр! кĕрлесе пуçланчĕ патăрьелсемпе аякри-çывăхри, йыхрав янă е унсăрах ăна хапăл тунă хăнасемшĕн ака пуçĕпе çĕр мăшăрланнине палăртса ирттерекен аслă уяв. Ĕлĕкхи йăлана тĕпе хурсан, ял-ял çамрăкĕсем хĕвел ансан çеç юрă картинченех ретĕн-ретĕн утса кÿршĕ ялсен вăйă вырăнĕсене саланнă. РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем А. Шакинпа П. Никитин нумай çул ертсе пыракан пĕрлештернĕ хор ушкăнĕ вара Раççей историйĕн çулталăкĕпе тăван районăмăр 85 çул тултарнине халалланă уяв сценине йышăнчĕ. Кунĕпех савăнтарчĕç вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе.
Акатуйра ĕлĕкренпех ут янă, вăй виçнĕ, кĕрешнĕ, пукан йăтнă, сикнĕ, чупнă, тĕрлĕ майлă ăмăртнă. Унăн илемĕ, техĕмĕ паянхи кунчченех упранать. Уяв çак енĕпе хĕрсе кайиччен ĕçрен пушанса ятарласа капăрланса тухнă çĕр ĕçченне, професси ăсталăхне туптаса пыракан уйрăм хастарсене, кăтартуллă хуçалăхсене, паллă çурт ăстисене, кăтартуллă çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глуховпа республикăри пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина район шайĕнче хисеп туса пархатарлă ĕçшĕн пуç тайрĕç, парнесемпе чысларĕç. (Вĕсемпе эпир “Авангард” хаçатăн иртнĕ номерĕсенче паллаштарнăччĕ). Районта 61-мĕш хут кĕрлекен акатуя Пăлапуç Пашьел чăвашĕ Олег Мешков пуçласа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕн шайĕнче хутшăнчĕ. Ваттисен йăли-мешехине, акатуй чÿкĕн кĕллисенчи йĕркесене аса илтерекен сăмахсемпе пуçларĕ вăл калаçăвне. “Аслă Пÿлĕхçĕмĕре ăнăçлă ака-суха туса хăварма пулăшнăшăн тав тăвар, ăна мухтар, пĕрлехи вăйпа пăхса çитĕнтернĕ тыр-пула та ăнăçлă пуçтарса кĕртме сывлăх пултăр”,–терĕ вăл ырă сунса. Хамăр суйланă “халăх тарçи” республикăра паттăр енсен ĕçченлĕхне, хастарлăхне, пултарулăхне уйрăммăн палăртрĕ, малашне те çак чыса çÿлте тытса пыма ăнăçу сунчĕ. Мăн асаттесен пехилĕпе – “Çапла пултăрах!”. Аслă уяв тĕпелĕнче ытти хăнасем те савăнчĕç. Вĕсем те çурхи ака-суха хыççăн
ватти-вĕттине талпăнса вăйланма, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнĕ çитĕнÿсем тума каларĕç.
Тĕп сценăн икĕ енĕпе юмахри тĕнчене аса илтерекен “çуртсем” умĕнче кунĕпех халăх хĕвĕшрĕ. Ял тăрăхĕсем тăрăшса хатĕрленĕ халăх музейĕн пĕр пайĕнче (çаплах калас килет) халăхсен йăли-мешехине, культурине, авалхи çи-пуçпа унăн капăрлăхне, асатте-асаннесем кил-тĕрешре усă курнă савăт-сапине, ĕç хатĕрĕсене курса савăнчĕç, кăмакара пĕçернĕ çавра çăкăрне тутанчĕç, çурхатран (пыллă сăра ĕçмелли авалхи савăт) симпыл шăршиллĕ сăрине сыпрĕç, ытти çимĕçсемпе сăйланчĕç.
–Авăнмасăр, хуçăлмасăр авăн çапас мар, Япăх-япăх, ай, ĕçлес мар, намăс курас мар...– çине-çинех шăрантарчĕç ĕлĕкхи юрра Аслă Чеменсем. Вĕсен хапхи умне çитсен вара аслăрах çулхисем хăйсем пурнăç тути-масине тÿссе ÿснĕ вăхăтсене аса илчĕç, çамрăккисем кинемейсем мĕн хăтланнине пăхса тĕлĕнчĕç. Пуçне сурпан сырнă, кăкăрĕ умне шÿлкеме çакнă 70-75 çулсенчи хĕрарăмсем пурте пир кĕпесемпе. Хăйсемех ĕнĕрле-ĕнĕрле суха пуçпе ака тăваççĕ, чăпта çапаççĕ, çип арлаççĕ, ал арманĕпе тырă авăртаççĕ... Çав вăхăтрах çамрăк кинĕ хупран ăсталанă сăпкара пепкине сиктерет... Историе çырăнса юлнă пурнăç сюжетне паянхи кун халăх умне кăларма пултарнине ырламалла çеç. Иртнисĕр епле малашлăха утăн; Инсцинировкăна хутшăннă карчамассем пурте харсăр-ха. Тĕллевĕсем те сулмаклă. Ахальтен мар вĕсем ра-йон администрацийĕн пуçлă-хĕнчен Николай Глуховран Бурановăри харсăр кинемейсен ансамблĕн опычĕпе паллашма кайма ыйтрĕç.
Кăнтăр апачĕ хыççăн уçланкă тата пушшех кĕрлерĕ. Савăнăçăн виçи çук темелле. Утса ĕшеннисем ушкăнăн-ушкăнăн çерем çине вырнаçса лараççĕ, пĕрисем апатланаççĕ, теприсем тутлă шыв ĕçеççĕ, виççĕмĕшсем – шăпăрлансем – шăхличĕ сассине кăлараççĕ е тÿпенелле пĕчĕк самолетсем, хăмпăсем вĕçтереççĕ. Астармăш карусель пĕчĕккисене çеç мар, аслисене те илĕртет. Чăтаймасăр аслисем те мăнукĕсемпе пĕрлех саксем çине хăпарса лараççĕ. Аякранах курăнса ларакан юмахри хăравçă мулкач вара кун каçа хăй ытамне миçе çынна йышăнмарĕ-ши! Вĕрсе хăпартнă çÿллĕ ту çинчен ачасем киленичченех ярăнчĕç.
Сăнарăр-и; Акатуйрах хăйне кăтартас е çынсене сăнас текенсем те пулчĕç. Куншăн та тĕлĕнме кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен шăпах çакăн пек уявра ĕлĕк хĕре куç хывнă, килне илсе кайнă. Халăх саланма пуçличчен эпĕ те пĕр чиперккене куçларăм: пĕвĕ-сийĕ яштак хурăн, сăнĕ-пичĕ хăмла çырли, кăмăлĕ çак кунхи хĕвел шевли... Кунĕпе çÿресе кĕлте пек хулăм сарă çÿçĕ пушаннă-мĕн чиперккен. Ăна çурăмĕ тăрăх тăсса ярсан, чăтаймарăм, пырса перĕнсех пăхрăм. 19 çулхи хĕр пуянлăхĕ – 1.20 метр! Вăт илемлĕх!
Акатуй спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Çуран чупнине, кире пуканĕ йăтнине, лашасен ăмăртăвне тата ыттине те халăх курса савăнчĕ.
Чăваш АССРĕн темиçе хут чемпионĕ пулнă Р. Бикчурин ячĕпе иттернĕ çăмăл атлетсен эстафетине вăтам шкулсенчен йĕркеленĕ командăсем хутшăнчĕç. Шел пулин те, кăçал та вĕсен шучĕ сахал. Кашнийĕ мала тухассишĕн тăрăшрĕ, анчах Первомайскисене çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш шкулсем йышăнчĕç.
Арçынсем кире пуканне йăтнине пăхса тăма та интереслĕ. Туçара çуралса ÿснĕ Б. Глинкин тупăшăва тухсанах кашнийĕ вăл миçе çĕкленине шутлама пуçларĕ. Чăнах та, чи лайăх кăтарту Борис Николаевичăн пулчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн кăтартăвне Гиннес кĕнекине кĕртнĕ.
60 çул тултарман спорт ветеранĕсенчен Хирти Пикшикри И. Махмутов, аслăраххисенчен Куславкка районĕнчи Б. Чернов çĕнтерчĕç.
С. Нягин СССР спорт мастерĕ ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йĕркеленĕ ăмăртăва 42 – 69 тата ытларах таякан каччăсем хутшăнчĕç. Куракансем яшсене кăшкăрса, шăхăрса хавхалантарчĕç. Спортра чи вăйли çĕнтерет. Абсолютлă çĕнтерÿçĕ ятне Патăрьелĕнчи А. Алеев тивĕçрĕ.
Хĕрсем те хăйсен вăйĕсене виçрĕç. Первомайски пикисене К. Смирновапа М. Щукинана маттур тесех калас килет.
Арçынсенчен ирĕклĕ майпа кĕрешсе абсолютлă паттăр ята Раççей спорт мастерĕ В. Фомин илчĕ.
Пĕчĕк велосипедистсем те мала тухассишĕн чунтанах тăрăшрĕç. Пулас олимпиецсем çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăрах педальсене хытăрах та хытăрах çавăрттарчĕç. Финиша пĕрин хыççăн тепри – Нăрваш шăхалĕнчи Д. Артемьев, Алманчăри А. Зорина, Патăрьелĕнчи А. Кузьмин кĕчĕç.
Юлашки çулсенче районта армспорт лайăх аталанаса пырать. Алă вăйне виçме акатуя тĕрлĕ ялпа хуларан килнĕ. Каччăсемпе пĕрлех хĕрсем те пултарулăхне кăтартрĕç. Хăйсен виçисенче А. Семенов, Р. Гарифуллин, Р. Ялалетдинов, Е. Еремеев, А. Атласкин, И. Кутузова, Д. Алеева, Г. Бурчаклы, Е. Еремеева, Т. Бородова, Г. Вахитова палăрчĕç.
Штангистсене “тимĕр çынсем” теççĕ. Çавăн пек йывăр япалана çĕклекенсене хисеплемелĕх пур. Алă, хул-çурăм вăйĕ мĕн чухлĕ кирлĕ унта! Спортăн ку тĕсĕнче В. Леонтьев, А. Карсаков, Б. Глинкин, В. Селиванов мала тухрĕç.
Тутарла-пушкăртла кĕрешекенсем патĕнче те халăх йышлă пуçтарăннă. Абсолютлă паттăр ята çĕнсе илессишĕн нумайăн тупăшрĕç, анчах çак хисеплĕ чыса И. Ханзяров алăран вĕçертмерĕ.
Утсен ăмăртăвне килĕштермен, юратман çын çук та пулĕ. Лашисем те юрăри пекех, тăпăртатса та пуçĕсене ухса çеç тăраççĕ. Юланутсем старта тухсанах хăшĕ мала тухасси пирки куракансем хушшинче тавлашу пуçланчĕ. Пĕрремĕш вырăна Комсомольски районĕнчен килнĕ Самсунг (хуçи С. Пыркин) йышăнчĕ.
Урхамахсен чупăвне кашнийĕ куç сиктермесĕр сăнарĕ. Кăçал çĕнтерÿçĕ ята кам тивĕçĕ; Çак ыйту нумайăшне кăсăклантарчĕ. Тÿресен 1–2 вырăнсене пайласа пама та тиврĕ. А. Пыркин тытса пыракан Храбрый утпа А. Хамбиковăн Сахалин лаши финиша малтан çитрĕç. Сăмах май, Храбрый ипподром рекордне çĕнетрĕ, унăн вăхăчĕ 2.07.22-пе танлашрĕ. Лăплантаркан чупура А. Каргин тытакан ут çĕнтерчĕ.
Материалсене
А. Астраханцева, А. Егорова, О. Павлова хатĕрленĕ.