АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕретмен сĕт сиенлĕ-и;

14 июня 2012 г.

Каникулта мăнукăмсем çулленех яла килеç-çĕ. Вĕсене эпĕ тин çеç сунă ăшă сĕт ĕçтерме юрататăп. Анчах амă-шĕсем ăна вĕретсе çи-терме сĕнеççĕ. Тĕрĕсех-ши çакă;

Килти ĕнене лайăх пĕл-нĕрен, харпăр хăй хатĕрленĕ апатпа тăрантарнăран сĕчĕпе вĕретмесĕр те усă курма юрать. Вăл сывлăхшăн сиплĕ пулнăран асаннесем пĕчĕк ачасене ĕçтерме юратнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Лавккаран туяннине вара вĕретмеллех. Вăл темиçе ĕнерен пуçтарăнать. Выльăх мĕнле условире туса илнĕ апатпа усранине пĕлместпĕр вĕт. Ял хуçалăхĕнче çум курăкпа кĕрешме пестицидпа, фунгицидпа анлă усă курнăран сĕте чирлеттерекен микробсем – токсинсем – лекме пултараççĕ. Вĕсем çын организмне хавшатаççĕ.

Токсин çимĕçе чирлĕ ĕнерен тата тирпейсĕр сунăран, упранă, турттарнă чухне тасамарлăхпа тĕл пулнăран куçас хăрушлăх пур. Çавăнпа фермăра оборудование, савăт-сапана куллен тата лайăх çуса тасатма сĕнеççĕ. Апла пулин те санитарипе гигиена правилисене яланах çирĕп пăхăнаççĕ тетĕр-и;

Кинемейсем 1,5-2 литрлă пластик савăтпа сĕте пасарта сутаççĕ. Çакă та кăмăллă мар. Савăтне ăçтан илеççĕ вĕсем, йĕркеллĕ çуса тасатаççĕ-и, никам та пĕлмест. Çавăнпа та пĕлсе апатланма тăрăшар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика