14 июня 2012 г.
ÇУЛЛАХИ пĕрремĕш уйăх кăмăллă пулăмсемпе пуçланчĕ. Вĕсенчен пĕри – çамрăксем çине-çинех çĕнĕ çемье çавăрни. Пĕрремĕш канмалли кунсенчех районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем тăхăр мăшăра кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнма ырă суннă. Ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем вара пил панă. Раççей кунĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Акатуй умĕн каллех туй çине туй кĕрленĕ. Каччисем пурте хамăрăн. Çичĕ çĕнĕ çын хушшинче вара вырăнти чиперккесем çеç мар, Елчĕкрен те, Вăрмартан та, Элĕкрен те пур.
Июлĕн 12-мĕшĕччен туй-çуйсен шучĕ сахалланма та пултарĕ. Уншăн тĕлĕнме кирлĕ мар. Ку утçипе мар, Питрав типпипе çыхăннă.