14 июня 2012 г.
ВУТĂН алли хĕлле те, çулла та вăрăм. Кирек хăш вăхăтра та вăл кил хуçисем тăрăшса пуçтарнă пурлăха кĕл купине çавăрма пултарать. Çавăнпах ĕнтĕ ваттисем çулăмпа шыв пек хăрушши çук, тенĕ.
Районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем çуллахи шăрăх çанталăкра уйрăмах сыхă пулмаллине асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те, сехрене хăпартмалли тĕслĕхсем сиксе тухаççех. Акă иртнĕ шăмат кун вĕсен Турханта çакнашкал инкеке парăнтарма тивнĕ. Тăр кăнтăрлах Кудряшовсен хуралтисем вут серепине çакланса юрăхсăра тухнă. Юрать-ха, кил хуçисем ăна инкек-синкекрен страхланă. Унсăрăн тăкакăн пĕр пусне те саплаштараймăн. Надзор инспекторĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хальлĕхе сăлтавне палăртайман-ха.