14 июня 2012 г.
Çурхи ĕçсене тата ял хуçалăх производствинче выльăх-чĕр-лĕх мĕнле хĕл каçнине пĕтĕмлетнĕ хыççăн çаксене çĕнтерÿçĕсем тесе йышăннă:
çур акине вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттернĕшĕн, ял хуçалăх культурисене палăртнă чухлĕ никĕсе хывнăшăн “Малалла” ял хуçалăх эртелĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă (ертÿçи – М. Петров); иккĕмĕшĕсем – “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçи – П. Никифоров) тата Е. Мартышкин фермер хуçалăхĕ; виççĕмĕшсем – “Первомайск” ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçи – М. Петров), “Тойсинская” агрофирма (ертÿçи Г. Рубцов), улма-çырла питомникĕ (В.Барышников);
ака паттăрĕсем:
– “Исток” агрофирмăри А.И. Яковлев механизатор, МТЗ-1221 тракторпа икĕ сеялкăллă агрегатпа 1050 гектар тĕш тырă вăрлăхне никĕсе хывнă;
– “Труд” хуçалăхри А.И. Яковлев механизатор, МТЗ-1221 тракторпа виçĕ сеялкăллă агрегатпа 770 гектар пĕрчĕллĕ культура акнă;
– “Звезда” хуçалăхри Ю.Н. Батманов тракторист, МТЗ-1221 тракторпа 850 гектар çĕр хатĕрленĕ;
– Ш. Куликов фермер хуçалăхĕнчи А.Н. Чихин тракторист, “Агромастер – 7300” акакан комплекспа çĕнĕ технологипе усă курса 1050 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акнă.
выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тата пысăк кăтартусемшĕн, хĕл-лехи вăхăтра 5531 центнер сĕт, пĕр ĕнерен вăтамран 3805 килограмм сĕт сунăшăн, 737 центнер аш-какай туса илнĕшĕн, 100 ĕне пуçне 77 пăру илнĕшĕн “Звезда” ял хуçалăх производство кооперативĕн (ертÿçи – В. Кузнецов) ĕне фермине çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă;
выльăх-чĕрлĕх
пăхакансем:
– “Батыревский” пĕрлешÿри М.П. Сидукова доярка (вăл пĕр ĕнерен 3667 килограмм сĕт сунă);
– “Труд” хуçалăхри Н.В. Макарова пăру пăхакан (пĕтĕмĕшле 134 центнер ÿт хуштарнă, талăкри вăтам кăтарту 917 грампа танлашнă);
– “Красное знамя” хуçалăхри Г.П. Пахмуллова сысна пăхакан (пĕтĕмĕшле 170 центнер самăртнă);
– “Хастар” хуçалăхри А.Г. Хураськина сысна амисене пăхакан (тĕп 100 амаран 1050 çура илнĕ).