АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кăмăллă иртрĕ

14 июня 2012 г.

Июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Шăнкăртам вăрманĕнчи халăхра “Хĕвеллĕ” ят панă аслă уçланкăра районта йăлана кĕнĕ акатуй-сапантуй иртрĕ. Кăçал ăна Раççей историйĕн çулталăкне тата районăн 85 çулхи юбилейне халалларĕç.

Пĕрремĕш кун ачасен уявне йĕркелерĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсен йышлă делегацийĕсене район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов тата администраци пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Валерий Осипов ăшшăн саламланă. Ун хыççăн шкулсенчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем, районти искусство шкулĕнче вĕренекенсем тата ачасен ташă ушкăнĕсем пысăк концерт кăтартнă. Çав кунах уйрăм площадкăсенче спортăн тĕрлĕ енĕсемпе ăмăртусем ирттернĕ.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем июнĕн 11-мĕшĕнче пулчĕç. Ăна сумлăн уçнă çĕре район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, республикăри пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков хутшăннă. Тĕп сцена çинче ака кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, районти професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххисене палăртнă, çĕнтерÿçĕсене чысланă.

Район администрацийĕн пресс-служба ертÿçи Марианна Волкова шутланă тăрăх, 61 çул хушшинче районти акатуйра сахалтан та виçĕ миллион çын пулса курнă, алла яхăн регионтан çынсем курма килнĕ. Кăçал та аслă уçланка патăрьесемпе пĕрле савăнма Чăваш хутлăхĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен, Тутар, Мари, Мордва республикисенчен, Чĕмпĕр, Самар, Сарăту, Пермь облаçĕсенчен, Хусан, Мускав хулисенчен, Йемен республикинчен хăнасем килнĕ.

Акатуй çинчен тĕплĕнрен шăмат кунхи номерте паллаштаратпăр.

Районти тепĕр пысăк уява – Патăрьел районĕн кунне – Пăлапуç Пашьелĕнче июлĕн 14-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. (Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика