14 июня 2012 г.
Районти шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ пулин те вĕренÿ çурчĕсен алăкĕсем çав-çавах уçă-ха. Тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсем патшалăх экзаменĕсене тытаççĕ. Вĕсенчен кĕçĕнреххисем вара сывлăха çирĕплетекен лагерьсене çÿреççĕ. Районĕпе каникул вăхăтĕнче виçĕ смена ĕçлеттерме пăхнă. Пурĕ 1107 ача çÿрĕ. Пĕрремĕшĕнче 298ăн канаççĕ. Хальлĕхе лагерьсем Алманчăри, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Туçари, Шăнкăртамри иккĕмĕш, Çĕньялти вăтам, Кивĕ Ахпÿртри тата Çĕнĕ Ахпÿртри тĕп шкулсенче ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ С. Елагина çитĕнекен ăру район тулашĕнче те канса сывлăхне çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Шупашкар таврашĕнчи “Салют”, “Звездный”, “Белые камни”, “Ильинский”, “Космонавт” лагерьсене 45-ĕн кайнă-мĕн.
6 çултан пуçласа 15 çула çитичченхисен ача-пăча канăвне усăллă йĕркелеме май тупнине ырламалла çеç. Çакăншăн ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.
– Аслă çул хĕрринче пурăнатпăр эпир. Ачасем урама выляма тухаççĕ. Унта вара вĕçсĕр транспорт кумать, шăв-шавĕ, тусанĕ... Шкулта лагерь уçнишĕн питĕ савăнатăп. Воспитательсен куçĕ умĕнче пулни мĕне тăрать! Ушкăнпа выляççĕ, канаççĕ, вăхăтлă апатланаççĕ, – тет Кивĕ Ахпÿртри çуллахи лагере çÿрекен Мария, Ксения, Серафим амăшĕ Мария Николаевна Куделина.
Хăйсен сывлăхне 48 ача çи-рĕплетет кунта. Икĕ ушкăн йĕркеленĕ. Л. Кошкина лагерь на-чальникĕ М. Табакова, М. Ярусова, М. Сугутская, Р. Белкова воспитательницăсен ĕçĕпе кăмăллă.
Кану программи пуян. Вăл мĕнле пурнăçланса пынине стена хаçачĕсем те çутатаççĕ. Пĕринче ачасем Пайпарус, тепринче Пăла юхан шывĕ хĕррине экскурсине кайнă. Хăй тытăмлăх кунне хатĕрленеççĕ. Воспитательницăсем ун чухне лагере çÿрекенсем пулаççĕ иккен. Кутăнлашма пăхакансене ăс пама çакă та кирлĕ-мĕн. Шашка-шахмат турнирĕ йĕркелеççĕ. Унта Саша Овечкин, Сергей Воробьев, Андрей Козлов мала тухнă. Сĕтел çинче теннисла выляса Петя Каргин, Толик Федоров, Данил Антипов палăрчĕç. Велосипедпа фигурăсем хушшинчен пĕр чăрмавсăр Антон Арланов, Стелла Курицына, Настя Кошкина ярăнса тухрĕç. Елена Логунова лагерь командирĕ отрядсенчи кашни ачана явăçтарма май паракан мероприяти тупать.
Воспитательницăсем çитĕнекен ăрăва ытларах уçă сывлăша илсе тухассишĕн тăрăшаççĕ. Сулхăнрах е пĕлĕтлĕ çанталăк та чăрмав кÿмест. Спорт залĕсем уçă. Юрра-ташша ăста Кивĕ Ахпÿртсем. Çĕнĕрен çĕннине вĕренсе тăраççĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ умне кăларма та ÿркенмеççĕ. Ку енĕпе Л. Кошкина ертÿçĕн пултарулăхне палăртмалла. Р. Белкова учительницăпа пĕрле вĕсем ташăçăсен тумĕсене те хăйсемех çĕлесе хатĕрлеççĕ.
– Пĕр çемьерен виççĕн çÿретпĕр эпир лагере. Сергейпа Настьăна та килĕшет кунта. Кукамайпа асаннене те канлĕрех. Вĕсен çуллахи вăхăтра ĕçĕ сахал мар: выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, пахчара çум çумламалла,– тет Антон Арланов.
– Тутлă апат çитереççĕ лагерьте. Банан, апельсин, груша, сĕткен, пăтă, яшка. Уçă сывлăшра вылянă хыççăн апат лайăх анать,– сăмах хушать Артем Капитонов.
И. Ширтанова аслă поварпа Л. Митрофанова поварăн ĕçĕпе ачасем те, аслисем те кăмăллă. Вĕсем менюна кунсерен ылмаштарса тăраççĕ. Апат-çимĕçпе А. Иванов предприниматель тивĕçтерет. Аш-какайĕ, пахча-çимĕçĕ паха.
Хĕвел ăшшинчи шкул умĕнчи асфальт çине тĕрлĕ фигурăсем вырнаçтарнă. Ачасем икĕ ушкăна уйрăлса черетлĕ ăмăртăва хатĕр...
Июнĕн 21-мĕшĕччен тăсăлать ачасен канăвĕ. Юлашки куна воспитательсем интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Ятарлă программа хатĕрлесе ачасемпе кунсерен репетици тăваççĕ. Çавна май юрă сăмахĕсем аякка илтĕнеççĕ:
“Çунах , кăвайтăм, çунах эс,
Çунах, сÿнсе ан лар.
Часах эпир калатпăр:
Сыв пул лагерь, сыв пул!”
А. АСТРАХАНЦЕВА.