АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОРРУПЦИ çУЛНЕ ПÿЛМЕЛЛЕ

14 июня 2012 г.

Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсенче коррупци çулне пÿлес тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем пурнăçланаççĕ;

Н. ПАВЛОВА.

КОРРУПЦИ çУЛНЕ ПÿЛМЕЛЛЕ

Ыйту çине Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Викторовна Прокопьева хуравлать:

– Паянхи кун коррупцие хирĕç кĕрешесси тĕп вырăнта. Коррупцие хирĕç çивĕч кĕрешмеллине, ку енĕпе палăртнă йышăнусене тĕплĕн тишкерсе малаллах утăмламаллине, патшалăх управленийĕн мĕн пур сферине уççăнлăхпа тивĕçтермеллине Раççей шайĕнчех палăртаççĕ.

Коррупци ыйтăвĕ йывăр, вăл тăнчери кашни çĕр-шыврах вун-вун çул хушши татăлайми ыйту пулса тăнине, çавна май çак çитменлĕхпе çине тăрса кĕрешмеллине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн” Çырăвĕнче те палăртса хăварнăччĕ. Вăл коррупципе кĕрешесси тĕп тĕллевпе принцип пулмаллине, пĕтĕм шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекен тÿресен саккунĕсене çирĕп пăхăнмаллине, коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçе саккун кăларакан, ĕç тăвакан влаçсемпе тата суд органĕсемпе пĕрле общественноçа та анлăн явăçтармаллине каланăччĕ. Кунта республикăра туса хунă общество палатине те (влаç органĕсен ĕçне асăрхаса тăракан, вĕсене канаш паракан пĕрлешÿ) явăçтармалла.

Патшалăх влаç органĕсен шутне Чăваш Республикин Правительстви, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Контрольпе шутлав палати, министерствăсемпе патшалăх комитечĕсем кĕреççĕ. Асăннă ыйтупа ĕçлес йĕрки вара çапларах. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăйĕн ларăвĕсенче нормативлă право акчĕсен проекчĕсене пăхса тухать, Патшалăх Канашĕ саккунсем йышăнать, çав шутрах коррупцие хирĕçле сферăсенчи саккунсене те.

Чăваш Республикин Контрольпе шутлав палати патшалăх укçи-тенкине, республика бюджечĕн укçи-тенкине тĕллевлĕ усă курнине тата тăкакланине тĕрĕслекен орган. Пĕр сăмахпа палăртсан, вĕсем пурте коррупци çулне пÿлессине мала хураççĕ. Вĕсен çумĕнче патшалăх служащийĕсем патшалăх службин ĕçне-хĕлне пурнăçланă чух палăртнă требованийĕсене çирĕп пăхăннине тĕрĕслекен комиссисем йĕркеленине те палăртмалла.

Раççей Федерацийĕн 2008 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчи “Коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен” 273 номерлĕ саккунăн 8 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн право акчĕсене палăртнă списока кĕрекен патшалăх тата муниципалитет службин должноçне йышăнас текенĕн тата йышăнаканăн ĕç паракана хăйĕн тупăшĕ, хăйĕн тата мăшăрĕн, çула çитмен ачисен пурлăхĕ, пурлăхпа çыхăннă обязательствăсем çинчен пĕлтерекен сведенисем тăратмалла.

Чăваш Енре коррупци çулне пÿлес тĕллевпе Чăваш Енре коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Координаци канашĕ те туса хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика