АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сар çу евĕр чĕлхисем, Хĕвел пек кăмăлĕсем

14 июня 2012 г.

– Ватăсемпе ватăлла пуплеççĕ, çамрăксемпе – çамрăкла. Мĕн чухлĕ çын пулăшу илмерĕ пулĕ кĕске хушăрах пĕтĕмĕшле врач офисĕнче. Ял çыннисен савăнăçĕ иксĕлми, кунти медицина ĕçченĕсем чирлисемпе ăшшăн калаçаççĕ. Сар çу евĕр чĕлхисем, тимлĕхĕ тепĕр чаплă эмелтен те хаклăрах, – терĕ Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчен черетлĕ сиплеврен тухакан Анна Емельянова. Ватă çыннăн ăшă калаçăвĕ алăка хăюллăнах шалалла уçма хистерĕ.

Прихожăйĕнчен иртсе пÿлĕмсене кĕриччен кĕтсе лармалли хăтлă вырăн. Çемçе диван, пукансем вырнаçтарнă унта. Тĕрлĕ тĕслĕ телевизор пур. Унпа сахăр диабетĕнчен мĕнле сыхланмалли çинчен видеокассета янă. Сипленме килнĕ икĕ ватă тăнласах итлеççĕ. Хушăран Елена Александрова медицина сестри пациентсене ыйтусем парать. Сасă хытăлăхĕ кирлĕ чухлĕ пулнипе интересленет. Е пĕр-пĕр эмел ятне тĕрĕс çырса хунине тинкерет.

Тултан кĕнĕ хыççăн сывлăш çавăрса яма та, ал-урана кăштах кантарма та меллĕ. Врач çумĕнче ларакан Надежда Зайцева медсестра вара тухтăртан пулăшу кирлисене йышăнăва кĕме сĕнет. Иккĕмĕш, виççĕмĕш е ытларах кун сиплеве пыракансене Зоя Иракина медицина сестри системăсем ярать.

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, теççĕ. Сахал йышпах Алевтина Александрова врач курăмлă ĕç тăвать.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă “Пĕ-тĕмпех çын валли тата çыншăн” Çырури йĕркесем чăннипех пурнăçа кĕреççĕ мар-и-ха; “Кашни гражданинăн пурнăç шайне палăртакан тепĕр фактор – сывлăх сыхлавĕ паракан пулăшусен пахалăхĕ тата вĕсемпе усă курма лайăх май пулни шутланать”, – тесе çырнăччĕ унта.

Врач офисне уçни шăпах икĕ çул çитрĕ. Çак хушăра чылай çын сипленчĕ. Районти тĕп больницăна çÿреме инçерех. Кунта вара нумайăшне çывăх. Черет те пысăк мар. Çакăншăн хĕпĕртеççĕ мар-и-ха; Юн пусăмĕ ÿсни е чакни, шăмăсем сурни, çурăм шăммин чирĕ, ÿслĕк е ытти сахал çынна “çулăхать”-им; Алевтина Викторовна врач вара анлă специалист. Терапи, неврологи, хирурги енĕпе пулăшу ыйтма килекенсене тĕрĕс диагноз лартма тăрăшать. Куç вăйĕ япăхланнисене, хăлха “мăкалнисене” кирлĕ сĕнÿсем парать. Вĕсене тимлĕн пурнăçлакансем хăйсен сывлăхĕ çирĕпленнишĕн хĕпĕртеççĕ. Ахальтен мар сĕнÿсемпе çăхавсен кĕнекине тав туса çырнă сăмахсем хутшăнсах пыраççĕ. А. Халдырмина, А. Кошкина, Р. Енилина, Р. Васюткина, В. Краснова тата ыттисем куç тĕлне пулчĕç.

– Кунне 25-26 çынран сахал мар килеççĕ йышăнăва. Вĕсемсĕр пуçне вăрçă тата тыл ветеранĕсем, участниксем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем патне килĕсене те графикпа тухса çÿретпĕр. Пире тин çуралнă ачасен сывлăхĕ те интереслентерет. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тумалли прививкăсене (гепатит, хĕрлĕ шатра, грипп, столбняк) те сиктерместпĕр,– калаçăва малалла тăсать А. Александрова.

Район центрĕнчи 19 урамран çÿреççĕ офиса. Медицина ĕçченĕсем вĕсенче пурăнакансен, ĕçлекенсен сывлăхне тĕрĕслесе диспансеризаци тухма та пулăшаççĕ. Ватă çынсене, ĕçлемен çамрăксене, студентсене, ытти категоринчисене те кĕртнĕ компьютера. Район, республика больницисене врачсем патне йышăнăва каяс текенсене электронлă регистратурăпа усă курса тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.

Офис Татмăшра, Кивĕ Катекре пурăнакансем-шĕн те меллĕ. Район центрне ĕçе çÿрекенсем те сиплев курсĕ илме кунтах килеççĕ.

– Çуллахи хĕвел пек ăшă кăмăллă кунти ĕçченсем. Эмелпе çеç мар, сăмахĕпе те сиплеççĕ вĕсем,– терĕ пурин шухăшне те пĕтĕмлетнĕн Р. Кондратьева пенсионерка.

Эппин, малашне те çапла пулччăрах.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика