АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада ячĕпе – велочупу

20 июня 2012 г.

Лондонри ХХХ Олимпиада Вăййисене халалласа Пĕтĕм Раççейри XXIII Олимп кунĕ иртнĕ. Çак пулăм ячĕпе йĕркеленĕ велочупăва çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Мероприятие уçса республика ертÿçи вырсарни кун Шупашкар кÿлмекĕн (заливĕн) хĕррине пухăннă спортсменсене, спорта юратакансене харпăр хăйĕн вăй-халне, ыранхи куна шанма суннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн шухăшĕ çапла: пурнăçра спортри пекех ăнăçсăр самантсем пулма пултараççĕ, анчах та çакă алла усмалли сăлтав мар, йăнăшсене тÿрлетмеллине, харпăр хăйĕнпе ытларах ĕçлемеллине çеç пĕлтерет. “Кун пек чухне çеç эсир пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтеретĕр”, – тенĕ Михаил Игнатьев.

Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринчи велочупу – Пĕтĕм Раççейри Олимп кунĕ Чăваш Енре халăх йышлăн хутшăнакан ăмăрту. Чăваш Республикинче ăна пуçласа 2011 çулта ирттернĕ, вăл велосипед спортне, сывă пурнăç йĕркине юратакан 800-е яхăн çынна пухнă. Кăçал, йĕркелÿçĕсем малтанлăха шутланă тăрăх, велочупăва 900 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртура хастарлăх кăтартнисенчен чи çамрăкки – 3 çул та тултарайман Елена Федорова, чи асли – 76 çулти Нина Платонова. “Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн” ятарлă наградăна Николай Лунев, Дмитрий Чернышов, Савелий Глиба тата Ильяс Шерша инвалидсем тивĕçнĕ. Кÿме çине ларса вĕсем ыттисемпе танах тупăшнă.

Велочупăва хутшăннисене Раççейĕн Олимп комитечĕн Олимп кунĕн символикиллĕ футболкисемпе дипломĕсене панă. Çапах та спорта юратакансемшĕн чи пысăк награда, паллах, сывлăх тата лайăх кăмăл-туйăм, тенĕ Республика Пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика