АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв çулĕсене çĕнетмелле

20 июня 2012 г.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чулхула тĕлĕнче Атăл 69,43 метра çити хăпарнă. Шупашкар патĕнче вăл çуркунне 62,7 – 63,5 метрпа танлашать. Чулхула кукăрĕнче çу уйăхĕн 17-мĕшĕччен шыв 69 метр çÿллĕшĕнче тăнă. Хулари Юхан шыв районĕн 26,5 процентне шыв илнĕ. “Шупашкар ГЭСне туса пĕтермелли проекта пуçласан тата управ шайне 68 метра хăпартсан 5 процента яхăн çеç шыв айне пулĕ, – теççĕ гидроузел строительствине вăçлессишĕн тăрăшакан “РусГидро” АО ертÿçисем. – Чи малтанах Атăл пурăнмалли çуртсенче пурăнакансене инкек кăтартма пăрахĕ”.

Хула тăрăхĕнче çуркунне шыв çулсерен 68 метр шайĕнче е чылай чухне çакăнтан çÿлерех хăпарать. Проект пурнăçа кĕрсен ака уйăхĕнче çуллен вăл – 70,5, типĕре 68,4 метр çÿллĕшĕнче тăрĕ.

Проект тăвакансем журналистсемпе пĕрле Атăл ейĕве кайсан Юхан шыв районĕнче курса çÿренĕ. Хула хутлăхĕнче шыв 70,64 метр хăпарнине палăртнă. Çыран тăршшĕпе тунă инженери хатĕрĕсем çурт-йĕре шыв илесрен шанчăклă хÿтĕлеççĕ. Вăл хула айлăмне инкек кăтартнин сăлтавĕ – юр тата çумăр шывне çĕр айĕпе юхтарса тăмалли пăрăхсем питĕ çителĕксĕр пулнинче. “Геостройпроект” институт специалисчĕ Елена Лоханкова пĕлтернĕ тăрăх, “хула айĕнчи шыв çулĕсен пăрăхĕсене Шупашкар ГЭСне хута яриччен, 1930 – 1960 çулсенче хывнă, пĕр-пĕринпе çыхăнтарман вырăн чылай, çавăнпа çуркунне районта шыв пухăнса тăрать. Шупашкар управĕн шайне 68 метра çитерессине пăхмасăр шыв çулĕсене тĕпрен çĕнетмелле”, тенĕ вăл.

Институт область Правительствин сĕнĕвĕсене шута илсе вĕсене çĕнĕрен тумалли концепци хатĕрленĕ. Ăна Шупашкар ГЭСĕн строительствипе пĕрле пурнăçа кĕрттересшĕн, пĕтĕм тăкака федераци хыснинчен уйăракан укçаран саплаштарасшăн. Шыв çулĕсене Шупашкар управĕн шайне 68 метра хăпартсан пулакан улшăнăва тĕпе хурса тума палăртаççĕ.

Çапла вара институт шыва тулаша юхтарса-сăрхăнтарса тăмалли хатĕр-хĕтĕр пулас шая кăна мар, паянхине те тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика