20 июня 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин чĕннипе Раççейĕн 2011 çулхи Патшалăх премийĕсене панă çĕре хутшăннă. Кремльти Пысăк Керменти Георгий залĕнче наградăланă. Çак кунхине Раççей Патшалăх премине çĕр-шыв ертÿçи ăслăлăхпа технологисем, литературăпа искусство енĕпе тивĕçнĕ 17 лауреата панă. Савăнăçлă лару-тăру хыççăн Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа çапла каланă: “Çак мероприятие хутшăнни – маншăн пысăк чыс. Часах Чăваш Ен Республика кунне паллă тăвĕ, эпир те пирĕн регион шайĕнче хамăрăн искусство, вĕренÿ, медицина, ăслăлăхпа техника ĕçченĕсене палăртăпăр”.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех Раççей Патшалăх премийĕсене парас умĕн Раççей культура министрĕпе Владимир Мединскипе тĕл пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Республика кунĕ вăхăтĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен “Раççей çăл куçĕсем” фестивале еплерех хатĕрленнине сÿтсе явнă. “Пурнăç йĕркине сыхласа хăварни питех те лайăх, мĕншĕн тесен историсĕр, пирĕн культурăсăр Раççей тата унăн регионĕсен пуласлăхĕ пулмĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх премине Раççей Президенчĕ парать. Ку вăл Раççей ăслăлăхпа культура ĕçченĕсен обществăпа патшалăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсене йышăннине пĕлтерет. Наградăсемпе хамăр çĕр-шывăн тата тĕнче ăслăлăхне палăрмаллах пуянлатнă ĕçсемшĕн, ăслăлăхри çитĕнÿсемшĕн, çавăн пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ литература хайлавĕсемпе пултарулăх ĕçĕсемшĕн хавхалантараççĕ.