АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çамрăксен хули» хапăл турĕ яш-кĕрĕме

20 июня 2012 г.

Професси шайне çÿлерех çĕклес, пултаруллă та общество ĕçне хастар хутшăнакан çамрăксене тупса палăртас тĕлĕшпе Шупашкарта “Çамрăксен хули” вĕрентÿ форумĕ йĕркелерĕç.

Вăл июнĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен пычĕ. Унта районти çамрăксен делегацийĕ тата И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн Патăрьелĕнчи филиалĕн студенчĕсем хутшăнчĕç. Палаткăсенчен йĕркеленĕ урамсем, скверсем 1500 çамрăка пĕрлештерсе тăчĕç.

“Çамрăксен хулинче” пурăнакансем 10 тĕрлĕ енпе ăс пухрĕç: “Вĕрентÿ тата карьера”, “Политика”, “Культура тата пултарулăх”, “Лидерствăпа психологи” тата ытти те.

Çамрăксен форумне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев уçрĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх думин депутачĕсем А. Аршинова тата Н. Валуев çамрăксемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Ăс пухнă хушăрах яш-кĕрĕм уяв каçĕсем, спорт вăййисем йĕркелерĕ.

“Çамрăксен хулинчен” Патăрьел районĕн делегацийĕ тулли кăмăлпа тата ăс-хакăл тĕлĕшпе пуянланса таврăнчĕ.

А. АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика