20 июня 2012 г.
Оборона ĕçне те хутшăннăшăн 1927 çулхи декабрьте СССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ «Оборона ĕçне хастар хутшăннăшăн» знак çирĕплетнĕ. Ăна чи малтан тивĕçнисенчен пĕри - С.П. Королев. Каярахпа вăл историе космос техникин конструкторĕ пулса кĕрсе юлнă.
Хăюллисене – гвардеец ят
1942 çулхи майăн 21-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ кăкăр çине çакмалли «Гвардия» знак çирĕплетнĕ. Ăна чи малтан илнисем хушшинче – 1-мĕш стрелковăй дивизири И.Соколовский хĕрлĕ армеец, А.Зубков капитан тата Рыленко политрук.
Тава тивĕçлĕ çар летчикĕ
«СССР тава тивĕçлĕ çар летчикĕ» хисеплĕ ята 1965 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çак ята панине ĕнентерекен 1-мĕш "-лĕ знака Совет Союзĕн Геройĕ А.И. Бабаев тивĕçнĕ. Вăл çавăн пекех икĕ Ленин, Октябрь революцийĕн, пилĕк Хĕрлĕ Ялав, тăватă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ.
Парашютист-рекордсмен
1984 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче туса хунă «СССР тава тивĕçлĕ парашютист-испытателĕ» хисеплĕ ята çирĕплетекен 1-мĕш "-лĕ знака Совет Союзĕн Геройĕ Е.Н. Андреев илнĕ. Вăл тĕнчере пĕрремĕш хут стратосферăран 25458 метр çÿл-лĕшĕнчен парашютпа сикнĕ, сакăр хутчен тĕнче рекорчĕ тунă, икçĕр ытла парашют системине тĕрĕслесе пăхнă. Парашютпа пурĕ 5000 хутчен сикнĕ.
Тава тивĕçлĕ. Герой. Лауреат
«СССР тава тивĕçлĕ летчик-испытателĕ» ят та пур. Çак ята çирĕплетекен 1-мĕш "-лĕ знака Совет Союзĕн Геройĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ С.Н. Анюхин çакса çÿренĕ.
Тĕрĕсленĕ – минăсем çук
1974 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче СССР Оборона министерстви «Минăсене сиенсĕрлетнĕшĕн» знак çирĕплетесси пирки йышăннă. Унпа чи малтан Ленинград çар округĕнчи саперсен ротин командирне В.Яшкин капитана наградăланă. 1976 çул тĕлне вăл сирпĕнме пултаракан сакăр пин ытла хатĕре сиенсĕрлетнĕ.
Кĕнекене пропагандăланăшăн
1961 çулта СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче çар çыннисем хушшинче кĕнекене пропагандăлас тата сарас ĕçре тăрăшакансене хавхалантарма «Кĕнекене пропагандăлакана» знак пама йышăннă. Ăна чи малтан Патшалăх библиотека институтне пĕтернĕ Ю.Столяров рядовой илме тивĕçлĕ пулнă. Каярахпа вăл педагогика наукисен докторĕ, профессор пулса тăнă.
Комсомол наградисем
1966 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ «ВЛКСМăн хисеплĕ знакĕ» награда туса хунă. Ăна чи малтан илекенсенчен пĕри – СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Юрий Гагарин.
Çак çулах, март уйăхĕнчен вара, Ленинла комсомол премине пама тытăннă. Пĕрремĕш лауреат – Николай Островский писатель.
Пĕрисем – тăватă хут, теприсем – виççĕ
СОВЕТ Союзĕн Геройĕн ятне тăватă хут илнисем – иккĕн: Совет Союзĕн Маршалĕ Г.К. Жуков (1939, 1944,1945,1956) тата КПСС Тĕп Комитечĕн генеральнăй Секретарĕ Л.И.Брежнев (1966,1976,1978,1981). Çавăн пекех, Л.И. Брежнев Социализмла Ĕç Геройĕ те (1961).
Виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕсем: авиаци маршалĕ И.Н. Кожедуб (1944-икĕ хутчен, 1945), авиаци маршалĕ А.И. Покрышкин (1943-икĕ хутчен, 1944), Совет Союзĕн Маршалĕ С.М. Буденный (1958,1963,1968).
Таса ылтăнран
1934 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче СССР Тĕп Исполкомĕн Комитечĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн «Совет Союзĕн Геройĕ» ят çирĕплетнĕ, 1938 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн – «Социализмла Ĕç Геройĕ» ят.
Икĕ медале те таса ылтăнран туса хатĕрленĕ.
Герой çăлтăрĕсем миçе грамм таяççĕ-ха;
Пĕлес килет-и; Тархасшăн. Совет Союзĕн Геройĕн çăлтăрĕ – 21,5 грамм, Социализмла Ĕç Геройĕн çăлтăрĕ – 15,25 грамм.
Ача Амăшĕ-героиньăн медальне та хаклă металлсенчен – ылтăнпа кĕмĕлрен хатĕрленĕ.
Пĕрремĕшĕ – Сталин
СОВЕТ Союзĕн Геройĕн ятне чи малтан камсем илнине пурте тенĕ пекех лайăх пĕлетпĕр. Анчах пĕрремĕш Социализмла Ĕç Геройĕ кам-ха; Вăл – Иосиф Виссарионович Сталин. Çак ята «халăхсен çул пуçне» 1939 çулта панă, унăн кăкăрĕ çинче пĕрремĕш номерлĕ Геройăн ылтăн çăлтăрĕ ялкăшма тытăннă.
Унăн вун икĕ ача пулнă
«АЧА Амăшĕ-героиня» ята 1944 çулта çирĕплетнĕ, ăна вунă е ытларах ача çуратса ÿстерекенсене панă. Героиня ятне чи малтан тата 1-мĕш номерлĕ медале Мускав облаçĕнчи Мамонтовка поселокĕнчи Анна Савельевна Алехина тивĕçнĕ. Унăн вун икĕ ача пулнă.
Хăйне хăй наградăланă
1725 çулта Раççейре «Çвяттуй Александр Невский» орденĕ туса хунă. Унăн пĕрремĕш кавалерĕ – 1-мĕш Екатерина. Çак орденпа Императрица 1725 çулхи майăн 26-мĕшĕнче, Голланди герцогне Карл Фридриха качча тухнă кун, хăйне хăй наградăланă.
Пилĕк хутчен тивĕçнĕ
СССР Патшалăх премине çĕршер çын илме тивĕçнĕ. Хăшĕсем – темиçешер хут та. Ку тĕлĕшпе чăн-чăн рекордсмен - Совет актерĕ тата режиссерĕ, СССР халăх артисчĕ А. Д. Дикий. Премие вăл 1946-1950 çулсенче пилĕк хутчен илнĕ, 1946 çулта икĕ хутчен лауреат пулса тăнă.
Ылтăн медаль... ылтăнах мар
ОЛИМПИАДА çĕнтерÿçисене ылтăн, кĕмĕл тата бронза медальсемпе чыслаççĕ.
Ылтăн медаль вара чăнласах ылтăнранах тунăскер-ши; Çук иккен. Ăна кĕмĕлтен тăваççĕ, медале витнĕ ылтăн сийĕ пурĕ те ултă грамм çеç.
Тивĕçлипе хакланă
К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш Патшалăх премине пĕрремĕш тивĕçни – Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай (1967 çулта). Çак преми лауреачĕсем хушшинче пирĕн ентешсем те пур: Чăваш халăх, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Мефодий Денисов (1969) тата СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев (1977).
Тĕрлĕ çул çирĕплетнĕ орденсемпе вĕсен малтанхи кавалерĕсем: Хĕрлĕ Ялав орденĕ (1918), 1" – В. К. Блюхер. Каярахпа – Совет Союзĕн Маршалĕ;
Ленин орденĕ (6.04. 1930), 1" – «Комсомольская правда» хаçат;
Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕ (икĕ степень, 20.05.1942). Пĕрремĕш степень, 1" – В.П. Конюхов офицер. Иккĕмĕш степень, 1" – П.А. Ражкин аслă лейтенант;
Суворов орденĕ (виçĕ степень, 29.07.1942). Пĕрремĕш степень, 1" – Совет Союзĕн Маршалĕ К.Г. Жуков. Иккĕмĕш степень, 1" – В.М. Богданов генерал – лейтенант;
Кутузов орденĕ (пĕрремĕшпе иккĕмĕш степеньсем – 29.07.1942, виççĕмĕш степень – 8.02.1943). Пĕрремĕш степень, 1" – И.В. Галинин генерал-лейтенант;
Богдан Хмельницкий орденĕ (виçĕ степень, 10.10.1943). Пĕрремĕш степень, 1" – А.В. Данилов генерал-майор;
Александр Невский орденĕ (29.07.1942), 1" – И.Н. Рубин аслă лейтенант;
Ушаков орденĕ (икĕ степень, 3.03.1944). Пĕрремĕш степень, 1" – В.Ф.Трибуц вице-адмирал. Иккĕмĕш степень, 1" – Ю.Ф. Ралль офицер;
Нахимов орденĕ (икĕ степень, 3.03.1944). Пĕрремĕш степень, 1" – Н.Э. Фельдман, пĕрремĕш рангри капитан.
Чи асли, чи хакли
СОВЕТ Союзĕнчи чи аслă çар орденĕ - «Çĕнтерÿ» орденĕ. Ăна СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1943 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнчи Указĕпе çирĕплетнĕ. Орденпа аслă çар пуçĕсене наградăланă.
«Çĕнтерÿ» – чи аслă орден çеç мар, чи хакли те. Ăна платинăран хатĕрленĕ, рубин бриллианчĕсемпе илемлетнĕ. Бриллиантсен виçи – 16 карат.
Çак орденпа Совет Союзĕн паллă полковочĕсене кăна мар, урăх çĕр-шывсен çар çыннисене те наградăланă. Вĕсен шутĕнче – Югославири халăх ирĕк-лĕхĕшĕн кĕрешекен пĕр-ремĕш Арми тĕп командующийĕ И.Б.Тито, Польша Çарĕн тĕп командующийĕ М.Роля-Жимерский генерал, Англи фельдмаршалĕ Б.Л. Монтгомери, Америка генералĕ Д.Эйзенхауер тата Румыни королĕ Пĕрремĕш Михай.