23 июня 2012 г.
Витĕмлĕ Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей регионĕсен аталанăвĕн министрĕпе Олег Говорунпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта “Йăлари хытă каяшсене ĕçлесе хатĕрлесси тата тĕп тăвасси” приоритет инвестици проектне пурнăçлама 2012 çулта РФ Инвестици фончĕн бюджет укçи-тенкине уйăрас малашлăха сÿтсе явнă.
Хальхи вăхăтра инвестици проекчĕ тăрăх кирлĕ документсене Раççей Регионсен аталанăвĕн министерствине тăратнă, “Тулаш экономбанк” патшалăх корпорацийĕнче тĕрĕслевре. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх – Раççей Инвестици фон-чĕн бюджет укçи-тенкине явăçтарни республикăра пурăнакансене питех те кирлĕ объекта çывăх вăхăтрах хута ярассине ти-вĕçтерме май парать.
Сÿтсе явнă тепĕр тема – Канаш хулине, монохулана, пулăшасси. Михаил Игнатьев Олег Говоруна хальхи вăхăтра Канаша модернизацилемелли Комплекслă инвестици планĕ туса хатĕрленине каласа панă. Ăна пурнăçа кĕртни хула йĕркелекен предприятисене пĕр тикĕс аталантарассине тивĕçтерĕ, ĕçлекенсен йышне ÿстерĕ, вĕсен тупăшĕсен шайне пысăклатĕ.
Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр ыйту – федерацин “2011 – 2017 çулсене йышăннă “Таса шыв” тĕллевлĕ программи” тата ăна Чăваш Республикин территори-йĕнче пурнăçласси. Палăртса хăварар: Чăваш Ен 2005 çултанпа Раççей Федерацийĕнче пуçласа республикăн “Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси” тĕллевлĕ программине пурнăçлама тытăннă. 2005 – 2011 çулсенче программăпа пăхнă мероприятисене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 3 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă.
«Хыпар» хаçатран.