23 июня 2012 г.
Çуллахи шăрăх кунсенче çынсем пĕвесемпе кÿлĕсен таврашне туртăннинчен тĕлĕнме кирлех мар пулĕ: шыва кĕрсе уçăлас килет, пулă тытни те – хăйне майлă йăпанăç. Анчах тепĕр чухне çыран хĕрринче асăрханулăха çухататпăр, шывăн турачĕ çукки пирки аса та илместпĕр. Шыв вара кун пеккисене каçармасть.
Шыва кĕнĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Тарланă хыççăн, лайăх типмесĕр, тÿрех кÿлле е пĕвене чăмма ан васкăр. Çавăн пекех, малтан тĕплĕн тĕрĕслемен вырăнсенче те шыва кĕме юрамасть: шыв тĕпĕнче йывăç тымарĕсем, тĕрлĕрен амантма, касма, чикме пултаракан япаласем пулма пултараççĕ. Ишме пĕлмесен те шыва кĕресси пирки манмалла. Ачасен çыранран инçе ишсе каймалла мар. Мĕншĕн тесен çамрăк организм хăвăрт ывăнать, каялла ишсе тухма вăй-хал çитмессе те пултарать. Çавăн пекех, шыва кĕме ачасен хăйсен çеç каймалла мар – юнашар яланах аслисем пулмалла. Вĕсем путакансене хăтарма, çийĕнчех малтанхи пулăшу пама пултараççĕ. Авăрсенчен те сыхланăр.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра тăватă çын шыва путса вилнĕ, виççĕшне çăлса ĕлкĕрнĕ (2011 çулхи çак тапхăрта çичĕ инкек сиксе тухнă, 4 çын вилнĕ).
Çак кунсенче Канаш райо-нĕнчи Çĕнĕ Туçари пĕвере ар-çын виллине асăрханă. Инкекĕн сăлтавне хăвăрт палăртнă. 50 çулти арçын ÿсĕрле шыва кĕме шутланă та каялла ишсе тухайман.
Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп управленийĕ граждансене çакна асăрхаттарать:
– шыва ÿсĕрле ан кĕрĕр;
– пĕлмен вырăнта ан чăмăр;
– кимĕсемпе пăрахутсем патне ан çывхарăр;
– пĕр-пĕрне ытамласа тытмалли вăйăсене шывра ан выльăр;
– вĕрсе хăпартнă матрассемпе е камерăсемпе ишессинчен асăрханăр;
– хăвăр вăй-хала тĕрĕс хаклăр.
Çăлав службин телефонĕ:
01 – стационар телефонĕнчен,
112 – кĕсье телефонĕнчен.